13 сентября 2008 г.
Çĕньялти ял библиотекине тĕрлĕ çулхи çынсем çÿреççĕ: аслисем те, çамрăккисем те пур. Çак эрнен пĕр кунĕнче вара кунта харăсах çичĕ ача валли хут уçнă.
Библиотека заведующийĕ Оксана Семеновна Никитина пуçарăвĕпе кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă шăпăрлансемшĕн “Вулавăша çырăнмалли кун” йĕркеленĕ. Вăл ачасене кĕнеке историйĕпе, унăн анлă тĕнчипе паллаштарнă. Ватă та хисеплĕ учительница Р.Майкова каласа панă “Манăн ачалăхри кĕнеке” курав пĕрремĕш хут кĕнеке тĕнчине ура ярса пуснă ачасемшĕн питĕ кăсăклă пулнă. Уяв пурин кăмăлне те кайнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)