04 июня 2008 г.
Çанталăк йĕпе-сапаллă пулнине пăхмасăрах Пикшик ял тăрăхĕ йĕркеленĕ Акатуй-Сабантуя вырăнти халăхпа пĕрлех çывăхри-аякри хăнасем те кар пуçтарăннă. Уявăн малтанхи пайĕнче чи лайăх хушма хуçалăхсене, урамсене, чи кăтартуллă çемьене, хисеплĕ çынсене палăртнă, кашнинех парнепе хавхалантарнă.
Яланхиллех уявăн юлашки пайĕ – спорт ăмăртăвĕсем, интереслĕ, çивĕч кĕрешÿре иртнĕ. Кăтра пуçлă такана çĕнсе илессишĕн хăйсен виçисемпе миçе çамрăк, вăйпитти тухман-ши; Çапах та Чăваш ял хуçалăх академийĕнчи 3-мĕш курсра вĕренекен Эдуард Чинкина кĕрешсе никам та помост çинче парăнтарайман. Пулас çамрăк инженер кĕрешсе абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илсе çĕнтерÿçĕ пулнă. Унăн йăмăкĕ Дахия вара çак енпех Первомайски ял тăрăхĕнче иртнĕ ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)