Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте кĕрлет ĕç шавĕ

09 апреля 2008 г.

Ял çыннишĕн хĕрÿ кунсем, канăçсăр сехетсем çитрĕç. Уй-хир техника шавĕпе тулчĕ. Тăри юрри хирти тракторсен сассипе пĕрлешрĕ. Таврара ĕç кĕвви шăранать. “Исток” хуçалăхра та çавах. Кунта темиçе кун каяллах нÿрĕк тытма, кĕрхи культурăсене удобренипе апатлантарма пикеннĕ. Александр Латышов, Ильдар Шамиуллов, Андрей Соловьев сÿрелеççĕ. Алексей Рубцов МТЗ-1221, Валерий Сидуков Т–150 тракторпа пĕрчĕллĕ культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Талгат Шамиуллова удобрени сапма шаннă.

– Кĕрхисем пирĕн 350 гектар. 1 гектар пуçне 1 центнер аммиак селитрипе апатлантаратпăр. Апрелĕн 6-мĕшĕнче тулă акма пикентĕмĕр. Çак ĕçе Николай Тихонов опытлă механизаторăн 3 сеялкăллă агрегачĕ пурнăçлать. Унăн лаптăкĕ 400 гектар пулмалла, – ака ĕçĕсемпе паллаштарчĕ Федор Владимирович Медведев агроном.

“Исток” хуçалăхăн ака-суха ĕçĕсене 1200 гектар çинче пурнăçламалла. Ĕçсем кал-кал пырсан акана вунă кунрах вĕçлесшĕн. Хуçалăх ертÿçи Александр Леонидович Илюткин та çакнах çирĕплетрĕ. Дмитрий Ерофеев çамрăк агрономпа иккĕшне урпа акнă çĕрте тĕл пултăмăр.

– Урпа акма паян çеç тухрăмăр-ха, – пĕлтерчĕ ертÿçĕ. – “Эльф” урпа тухăç енчен илсен начар мар, 30-35 центнертан кая тухмасть. Ăна (азот, фосфор, кали) хутăш удобренипе варăнтарса акатпăр.

02

Ака агрегатне Анатолий Патшин ĕçлеттерет. Вăл кăçал çирĕммĕш çур акине хутшăнать. Сеяльщикĕсем – Константинпа Геннадий Сюзюкинсем, Николайпа Анатолий Никитинсем вăрлăх мĕнле варăннине асăрхасах пыраççĕ. Вăрлăхпа удобренине Владимир Солдатов турттарса тăрать.

Акаçăсене кунне виçĕ хутчен тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

Çаврăм хыççăн çаврăм, гектар хыççăн гектар... Акăннă лаптăк пысăклансах пырать. Икĕ агрегат пĕрле кунне 100 гектар акма ĕлкĕрет. Тĕллевĕ пĕрре: акана кĕске срокра, пахалăхлă вĕçлемелле.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика