06 октября 2007 г.
"Исток" агрофирмăра çĕр улми кăларас ĕç кал-кал та ăнăçлă пулса пырать. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Ф.Медведев пĕлтернĕ тăрăх, куллен çак ĕçе 65-шер çын явăçать. "Иккĕмĕш çăкăрăн" тухăçĕ те савăнтарать. Вăл гектартан 300 центнер ытларах та тухать. Куллен виçшер гектар çĕр улми уйĕ пушанать. Çĕр çимĕçне ана çинченех ăсатса пыраççĕ, çав вăхăтрах вăрлăхлăх та хатĕрлеççĕ. Çанталăк уяр тăрсан, тепĕр эрнерен ĕçе вĕçлеме те май пулĕ. Хуçалăхри тепĕр хĕрỹ ĕç объекчĕ _ сахăр кăшманĕн уйĕ. Ĕçе виçĕ сменăпа йĕркеленĕ. Н.Лампасовпа Н.Петров комбайна пĕр тикĕс ĕçлеттернĕ чухне суткана 20-шер гектар та тухать. Çак кунсенче район пуçлăхĕ Н.Глухов "Исток" хуçалăхри уй-хир ĕçĕпе паллашнă, çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулса малашлăх ыйтусене хускатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)