18 августа 2007 г.
Ял халăхĕ ытлă-çитлĕ çеç мар, пĕр-пĕринпе килĕштерсе те ăнланса, малашлăхпа пурăнасси вырăнти хăй тытăмлăх мĕнле ĕçлесе пынинчен нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура ун пирки “Тухăçлă вырăнти хăй тытăмлăх – малалла ăнăçлă аталанмалли никĕс” тесе хак панă.
Тăрăн ял тăрăхĕ районта ăнăçлă аталанса пыракан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен пĕри. Унăн ертÿçи – Валерий Петрович Рубцов вара ĕçтешĕсенчен чи çамрăкки. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ ял тăрăх пуçлăхĕпе В.Рубцовпа тĕл пулса калаçнă, вырăнти самоуправлени органĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.
– Валерий Петрович, вырăнти влаçăн çĕнĕ тытăмне йĕркелесе ертсе пыма пуçланăранпа вăхăт самаях иртрĕ темелле. Ĕçĕн результатне курма та, çитменлĕхсене палăртма та пулать. Ку тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле илсен эсир хăвăрăн ĕçĕре мĕнле хаклатăр;
– Паян вырăнти влаçăн чăн малтан тăракан задачисенчен пĕри – граждансемпе тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлесси, вĕсене хутлăх территоринче пулса иртекен ĕçсемшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси. Тĕпрен илсен пирĕн çак ыйту ăнăçлă татăлса пырать. Халăхпа пурăнакан нихăçан та халсăр мар тесе çирĕплетес килет.
– Çакна эсир конкретлă мĕнлерех тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăр;
– Мĕн пур ĕçе халăхпа кар тăрса пурнăçлама чăн малтан депутатсем пĕр çирĕп чăмăрта пулни пулăшать. Вун пĕрĕн вĕсем хăй тытăмлăха кĕрекен виçĕ ялта. Ларусене пурте активлă хутшăнаççĕ. Хăйсен обществăлла тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Депутатсем пирки сăмах пуçарнă май Тăрăнти Ю.Красновпа А.Лялькин хастарлăхне уйрăм палăртса хăварас килет. Çуркунне, акă, вĕсем тăрăшнипе 10 пин тĕп лăсăллă йывăç лартса хăвартăмăр. Треньелĕнче “Юрату паркне” уçрăмăр. Депутатсен хастарлăхĕпе çывăх вăхăтрах Тăрăн тата Кĕçĕн Патăрьел ялĕсенче часавайсем уçасшăн. Халăх вăйĕпе вĕсен никĕсĕсене янă. Купалассине те çак меслетпех ĕçлесшĕн.
Ялсене тирпей-илем кĕртессипе те вĕсен витĕмĕ пĕчĕк мар. Милицин участокри уполномоченнăйĕ Р.Валитов çак сăлтавпа рейдсем йĕркеленĕ чухне те тăтăшах депутатсене явăçтарать. Çулталăк пуçланнăранпа çирĕм ытла çынна кил-çурт умĕнчи тирпейсĕрлĕхшĕн административлă майпа айăпланă.
– Валерий Петрович, ял инфраструктурине аталантарас, çамрăксемпе вăйпиттисене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе пин çынран сахалтарах ялсем хушшинче ирттернĕ республика конкурсĕнче Кĕçĕн Патăрьел ялĕ çĕнтерсе 600 пин тенкĕ выляса илчĕ. Самай пысăк чыс та, хисеп те, пуянлăх та çакă. Тĕллевлĕ укçана мĕнле усă куратăр;
– Президент ят панă ача çулталăкĕнче ăна йăлтах “Була” ача садне юсаса тирпейлесси, шыв кĕртесси çине яратпăр. Халĕ кунта шăпах хĕрÿ ĕç пырать. Хамăр вăйпах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне Тăрăнта 20 вырăнлă шкул-садик уçасшăн.
– Хăш-пĕр ялсенче пур пек ясли-садсем çурма пушă ларнă чухне пĕчĕкрех ялсенче çакнашкал çĕнĕ ача-пăча учрежденине уçни кирлех-ши;
– Питĕ кирлĕ тесе шутлатпăр. Акă, сăмахран 2002-2005 çулсенче Тăрăн ялĕнче 29, Кĕçĕн Патăрьелĕнче 39 ача çуралнă. Вĕсене паян шăпах ăнăçлă воспитани пама ача сачĕсем кирлĕ.
Ял тăрăхĕнче культура учрежденисене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассипе те чылай тимлетпĕр. Сăмахран, ку таранччен Треньелĕнче пĕр библиотека та çукчĕ. Унта эпир кăçал тĕслĕхлĕ вулавăш уçрăмăр. Иртнĕ çул Тăрăнсене çакнашкал парне кÿнĕччĕ.
Виçĕ ялти культура çуртне те чăн малтан газ кĕртрĕмĕр. Вĕсенче ял çамрăкĕсене тĕрлĕрен меро-прияти ирттерме мĕн пур услови пур. Çамрăксем тенĕрен, хальхи вăхăтра ялта юлса тымар яракансем те чылай. Килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредита та ытларах вĕсем илеççĕ. Хуçалăх йышĕпе шутласан июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне эпир ку енĕпе республика ертÿçи тăратнă плана районта чăн малтан пурнăçларăмăр.
– Тавах сире, Валерий Петрович кăмăллă калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу сунатăп.
– Тавтапуç, çапла пултăрах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)