15 августа 2007 г.
"Исток" ял хуçалăх предприятинче кăçалхи тухăçшăн кĕрешỹ сарăлнăçемĕн сарăлать. Каçалăк уçма хуçалăхри чи пултаруллă, хисеплĕ механизатора Анатолий Патшина шаннă. Анатолий Федорович "Нива СК-5" уй-хир "карапне" кĕрхи культурăсен пуссине чи малтан илсе тухнă, Александр Кузьминпа иккĕшĕ пĕрремĕш çаврăм тунă. Ун хыççăн ытти комбайнерсем те уя тухнă. Владимир Романов "Дон", Александр Богданов, Геннадий Галкин "Нива СК-5" комбайнсемпе 200 гектар çинчи кĕрхи тулла, 35 гектар ыраша кĕске хушăра тỹрремĕнех вырса çапнă. Тухăçĕ лайăх, гектартан 30 центнертан кая пулмасть.
Кĕрхисене вĕçленĕ хыççăн комбайнсем урпа çине куçрĕç. Вăл 280 гектар йышăнать. Уйсем таса пулни комбайнерсен ĕçне чылай çăмăллатать, тỹрех вырса çапнăран вăхăт перекетленет. Гербицидсемпе 100 проценчĕпех усă курнăран хирте çум курăк çук. Çавăнпах тырри те таса. Бункертан автомашина кузовĕ çине юхнă чухне хĕвел çинче ылтăн евĕр курăнать. Çапса тĕшĕленĕ тырра Роман Сорокин, Дмитрий Самакин водительсем ăмăртмалла турттараççĕ. Йĕтем тырăпа тулать. Кунта ăна тасатаççĕ, сортлаççĕ. Ку ĕçе 16 çынран тăракан ушкăн пурнăçлать. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕрен тырра çийĕнчех кĕртсе пыраççĕ. Александр Максимовпа Александр Фролов машинистсем ОВП-20, СМ-4 сортировкăсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. 50 тонна кĕрхи тулла сортласа хунă та ĕнтĕ. Кунта хĕрарăмсен тỹпи те пысăк. Лидия Михайлова, Мария Галкина, Валентина Журавлева, Маргарита Думилина, Нина Тихонова, Валентина Рубцова, Вера Долгова тата ыттисем те ĕçре пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Валентина Романова йĕтем заведующийĕ вĕсене мухтаса çеç тăрать. Кĕлете кĕртекен тырра Екатерина Богданова шута илсе пырать.
Умра _ кĕр аки, пулас тыр-пул никĕсĕ. Кăçал кĕрхисен лаптăкне 450 гектара çитересшĕн. Çакă çурхи ĕçсен калăпăшне сахаллатать. Николай Тихонов, Александр Латышов механизаторсем БДМ-4, БДМ-3 техникăпа çĕр хатĕр-леççĕ. Акмалли вăрлăх хатĕр. Ыраша куçса çỹрекен фондри вăрлăхпа акаççĕ. Вăл 25 гектар пулмалла, ытти йăлтах тулă.
Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. 400 тонна утă пур, 850 тонна сенаж хывнă. Тырă фуражĕ çителĕклех пулать. 50 гектар çинчи рапса пуçтарса кĕртсе Тутарстана ăсатнă хыççăн унтан жмых кỹреççĕ.
Уйра, йĕтемре ĕçлекенсем валли столовăй ĕçлет. Кунне 3 хутчен вĕри апат çитереççĕ. Зоя Богданова, Антонина Антонова, Надежда Сорокина поварсен ĕçĕпе вырма ĕçченĕсем кăмăллă.
Вырма ĕçĕсем кал-кал пынăран чун савăнать, _ тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Федор Владимирович Медведев та.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)