Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăн чиркĕвĕ _ 260 çулта

11 июля 2007 г.

 

Июлĕн 9-мĕшĕнче Тăрăнти Николай святитель ячĕпе хисепленекен чиркĕве Турă Амăшĕн "Тихвинская" ятлă турăшне асăнса ирттерекен тĕн уявне Турра ĕненекенсемпе чиркỹ çыннисем çулсеренех йышлăн пухăнаççĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра çак кун ял уявĕ шутланнă. Çамрăксем юлашки хут кăнтăрлахи тата каçхи вăййа тухнă. Çак ырă йăлана халĕ çĕнĕрен чĕртсе тăратасшăн тăрăшаççĕ Тăрăнсем.

Турă Амăшĕн таса турăшне хисеплесе ирттернĕ уяв кунĕ Кăнтăр округĕнчи чи ватă Тăрăн чиркĕвĕ уçăлни кăçал 260 çул çитнĕрен татах та çĕкленỹллĕрех иртрĕ. Çĕрле сиплĕ ăшă çумăр çуса иртрĕ, ирхине ирех таврана сарă хĕвел çутатса ячĕ.

Чиркỹ уявĕ 6 сехетре шыв кĕл туса тасатнинчен пуçланчĕ. Аслă литурги кĕллине ирттерме вара Шупашкарпа Чăваш ен митрополичĕ Варнава хăй килсе çитрĕ. Хаклă хăнана чан çапса, çăкăр-тăварпа, чечексемпе, алăри çутнă çуртасемпе кĕтсе илчĕç. Чиркỹ уявĕн аслă кĕллине Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий Сорокин протоиерей, 20 ытла священник, диаконсемпе монахсем, ĕненекенсен пысăк йышĕ хутшăнчĕç. Кĕлĕ тулли савăнăçпа, пысăк çĕкленỹпе иртрĕ. К.Ашмарина ертсе пыракан чиркỹ хорĕ килĕшỹллĕн юрлани чун-чĕре савăнăçне татах та ỹстерчĕ. Шупашкарти кафедральнăй собор настоятелĕ Геннадий Антонов протоиерей проповедь каланине уява пухăннисем пысăк тимлĕхпе итлерĕç.

Служба (аслă кĕлĕ) вĕçленсен, чиркỹ тавра Турă Амăшĕн "Тихвинская" ятлă турăшне çĕклесе, чиркỹ ялавĕсене йăтса, чиркỹ кĕллисене юрласа çаврăнчĕç. Уяв хăнисене чиркỹ уявĕ ячĕпе иртнĕ хаваслă йышăнура район пуçлăхĕ Н.И.Глухов районти экономикăпа культура аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Тăрăн чиркĕвĕн настоятелĕ 83 çулхи вăрçă ветеранĕ Николай Галкин протоиерей хăнасене чиркỹ юбилейĕ ячĕпе саламларĕ, пĕрле пухăнса ирттернĕ кĕлĕшĕн тав турĕ. Юлашкинчен чиркỹ çыннисем Турă Амăшĕн "Державная" ятлă турăшĕ ячĕпе Патăрьелĕнче çĕкленекен çĕнĕ чиркĕве тăвас ĕç мĕнле пынипе паллашрĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика