Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Треньелĕнче - тĕслĕх библиотека

03 марта 2007 г.

 

Февралĕн 28-мĕшĕ районшăн тепĕр паллă кун пулса çырăнса юлчĕ, Треньелĕнче вун улттăмĕш тĕслĕх вулавăшĕ уçăлчĕ. Çакă ял халăхĕшĕн çĕнĕ çулти пĕрремĕш парне пулчĕ. Малашне кунта ял библиотеки обществăпа культура центрĕ пулма мĕн пур услови пур. Вулавăшра кирек кам та ку чухнехи информаци çăмăллăхĕсемпе усă курма пултарĕ, çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнчи пурнăçпа, лару-тăрупа, интереслĕ информацисемпе паллашĕ.

Тĕслĕх вулавăшне уçнă çĕре район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, районти модельлĕ библиотека директорĕ Н.Исаева, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ В.Рубцов, Треньелĕнчи шкул директорĕ Т.Тямина, вĕсемпе пĕрлех ял халăхĕ, шкул ачисем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем пурте çакнашкал ял хăтлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн тав турĕç. Вулаканăн пĕрремĕш формулярне педагогика ĕçĕн ветеранне А.Мясникова пачĕç.

Çак кун ял халăхĕшĕн хăйне кура пĕчĕк уяв пулчĕ. Мероприятине хутшăннисем ача çулталăкĕ ячĕпе кинофильм пăхрĕç, шкул ачисен концертне курса савăнчĕç.

2007 çулта районĕпе 11 тĕслĕх библиотека уçма палăртнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика