Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур, Ирина!

13 декабря 2006 г.

 

Треньелĕнче çуралса ỹснĕ 16 çулхи Ирина Юманова спортра çулне кура мар пысăк çитĕнỹсем туса тăрать. Спорта юратакансем унпа малтанхи хут шăпах район хаçачĕ ирттернĕ хăвăрт утакансен ăмăртăвĕнче 2003 çулта паллашнăччĕ. Çавăнтанпа вăл хăй пурнăçне спортпа çирĕпех çыхăнтарма шухăш тытрĕ.

Ялти шкултан Шупашкара Олимп резервĕсен училищине вĕренме куçрĕ. Кăçал унта юлашки çул пĕлỹ илет ĕнтĕ. Кунти паллă тренерсем ертсе пынипех çĕр-шыври чылай ăмăртусене ăнăçлă хутшăнса Раççей спорт маçтăрĕн хисеплĕ ятне тивĕç пулчĕ.

Ноябрь вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетсем валли хĕлле ăмăртма тунă манежра Атăл тăрăхĕнчи хуласенчен килнĕ спортсменсем Совет Союзĕн Геройĕн Н.М.Дудецкин парнисемшĕн икĕ кун тупăшнă ăмăртусенче Ирина каллех пысăк кăтартусемпе палăрчĕ. Малтанхи кун пилĕк çухрăма 20 минут та 55,3 çеккунтра хăвăрт утса тухрĕ, хăйĕн рекордне тỹрех виçĕ минута яхăнах лайăхлатма пултарчĕ. Хаклă парнене тивĕçрĕ. Ку тĕнче шайĕнчи спортсменсем кăтартакан вăхăтпа пĕр евĕрлех.

Канăçа пĕлмен спортсменка хăйĕн СССР тава тивĕçлĕ тренерĕнчен Г.Семеновран тата ашшĕ-амăшĕнчен (ăмăртусене курма Çĕнĕ Шупашкара Ирина ашшĕпе амăшĕ те, Петр тата Галина Юмановсем, хăйсем çитнĕ) ирĕк илсе иккĕмĕш кун виçĕ çухрăма ирĕклĕ майпа утма старта тухрĕ, дистанцие 10 минут та 03,7 секкундра утса тухса çĕнтерчĕ, каллех хаклă парнене тивĕçрĕ.

Спортсменсен кану çук. Февралĕн 17-18-мĕ-шĕсенче çĕр-шыври хăвăрт утакансен хĕллехи чемпионачĕ Адлер хулинче иртет. Ирина унта хутшăнма хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. Республикăри ăмăртусем хыççăн ытти вăйлă спортсменсемпе тата тренерĕсемпе пĕрле Адлера тухса кайнă. Кунта çĕнтернисен вара çĕр-шыв чысне Европа Кубокĕшĕн Англире хỹтĕлеме тивет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика