Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă ĕç хисепе тивĕçтерет

25 октября 2022 г.

Ирпе вите алăкне уçса кĕнĕ-кĕменех çамрăк выльăхсем кăмăллăн сас пачĕç. Канлĕн кавлесе выртаканскерсем пĕрин хыççăн тепри тăма пикенчĕç. Шăрăх кансĕрлемест кунта вĕсене. Кункăра çинче апат пур. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те унти хутăша çиме пултараççĕ. Çийĕнчĕке улăштарса ăна кунсерен çĕнĕ хурса тăраççĕ. Рациона мĕн кирлине пурне те хушма тăрăшаççĕ. Çавăнпа "Исток" çĕр ĕç фирминче выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те лайăх.

20 çул ытла пăру пăхнă çĕрте ĕçлет Мария Яковлева. Выльăхсене юратать. Çурăмĕсенчен ачашлама та ỹркенмест. Чĕлхесĕрскерсем çын çумне сĕртĕнесшĕн вара. Пĕчĕкреххисене ăшă шыв ĕçтерет. Айсарăмĕсене тасатать.

 - 2 уйăхран иртнисене куçараççĕ ман пата. Йыш тĕрлĕрен пулать. Çавах çĕр пăруран чаксах каймасть. Çуллахи вăхăтра тынасене уçă çĕре кăларатпăр. Кирлĕ виçене çитерсен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи фермăна илсе каяççĕ,- тет Мария Николаевна.

 Ĕçе кая юлса килесси çук унра. Ирпе тата каç кỹлĕм килет выльăхсем патне. Ĕçе пикенсессĕн вăхăт иртнине те сисмест. Савăтсене вĕрилесе тасатмасăр, кашни кĕтесрех тирпей-илем тумасăр та киле каясси çук. Тепĕр чухне пăру чирлесси те пулать. Сăлтавне пĕлме тăрăшать. Специалистсемпе канашласа сиплеве пуçăнать. Çуллахи вăхăтра çăмăлтарах та. Ура айĕнче ỹсекен курăксемех пăрусен вар-хырăмне ĕçлеттерсе яма пулăшаççĕ.

Кавлекен выльăх пыран, теççĕ. Çакна яланах сăнать М.Яковлева. Тепĕр чухне апат хутăшĕ вырăнне пăрусен умне типĕ утă хурса парать. Ăна та юратса çиеççĕ.

Шуртăм, тăвар, ỹт хуштармалли ытти витаминсем çителĕклех параççĕ пăрусене. Пысăкраххисен шывĕ умран татăлмасть. Кулленех пĕрешкел ĕçе пурнăçлать пулин те кăмăлĕ пăсăлмасть Мария Николаевнăн. Тỹлевĕтивĕçтерет. Тăрăшарах ĕçлес кăмăлĕ çĕкленсе çеç пырать. Çак кунсенче, акă, тепĕр савăнăç çитрĕ. Вăл "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕ. Тăрăшулăх хисепе кăларатех çав. Халиччен те пăру пăхаканăн ĕçне вырăна хурса хакланă-ха. Мария Николаевна район администрацийĕн, республикăри ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене пĕр хутчен çеç илмен. Раççей Федерацийĕнчи ял хуçалăх министерствинчен пани те пур унăн.

Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те 3 ача амăшĕ, 5 мăнук асламăшĕ-кукамăшĕ ĕçрен уйрăлма шутламасть-ха. Сывлăх пур чухне халиччен такăрлатнă сукмака курăк пустарасшăн мар. Ĕç ветеранĕсен йышне кĕнишĕн (районта 2245ĕн вĕсем) хĕпĕртет.

Çуллахи вăхăтра ялта пурăнаканăн канăçĕ чакать. Улми-çырли пулать-пиçет. Хĕл валли те сахал мар хатĕрлемелле. Кĕркунне те ĕçĕ çителĕклех. Çавах пурне те ĕлкĕрет Мария Николаевна. Выльăх-чĕрлĕхне килте те тытать. Çак ĕçсенче ăна мăшăрĕ те пулăшать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика