09 сентября 2022 г.
Треньелĕнчи Михаил Васильевич Фролов спорт ветеранĕ пушă вăхăтне сывă пурнăç йĕркипе çыхăнтарнăшăн пачах та ỹкĕнмест, вăл ăна хавхаланса ĕçлеме, çитĕнỹ тума пулăшнине çеç çирĕплетет. Шалти ĕçсен службин ветеранĕ спорт каçалăкĕнче çамрăк çын мар, çапах хăйне старта тăнă чухне шанчăклă туять-ха. Çавăнпа та вăрăм дистанцие чупассипе районта иртекен ăмăртусене хутшăннипе çеç çырлахмасть, республика, Раççей шайĕнчи пысăк марафонсенче те кăтартăвне çĕнетме тăрăшать. Иртнĕ вырсарникун çеç вăл Шупашкарта Андриян Николаев летчик-космонавт çуралнă кунне халалланă çурма марафона хутшăннă. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки спорт ветеранĕ хаçат редакцине:
- Чупу трассине залив хĕррипе йĕркелерĕç. Ăмăрту çивĕч кĕрешỹре иртрĕ, старта тĕрлĕ çулти 600 ытла спортсмен тăчĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен (21 регионтан, пысăк хуласенчен) килнĕ вĕсем. Çурма марафонта 5, 10, 21 çухрăма старта тăчĕç. Эпĕ 49 - 54 çулхисемпе 21 çухрăма чупрăм. Пирĕн ушкăнта финиша мала тухассишĕн 47 спорт ветеранĕ тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче паллă спортсменсем, спорт мастерĕсем те йышлăччĕ. Дистанцие çăмăллăнах парăнтартăм, вăй çав тери чакнине те туймарăм. Финиша пиллĕкмĕш кĕтĕм,-хавхаланса каласа пачĕ çурма марафонри çивĕч ăмăрту пирки М. Фролов.
Сăмах май каласан, спорт ветеранĕн паянхи тĕллевĕ пысăк. Вăл 2026 çулта хăвăрт чупассипе ветерансем хушшинче ирттерме палăртнă олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленет, хатĕрленет. Çавăнпа вăл вăрăм дистанцие чупакан кашни ăмăртурах хăйĕн кăтартăвне лайăхлатассишĕн ăнтăлать. Нумай пулмасть ветеран Хусанта йĕркеленĕ марафонта 10 çухрăма чупса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ун хыççăн Мускаври ăмăртуран та начар мар кăтартупа таврăннă.
Михаил Фролов шалти ĕçсен службин ветеранĕ, подполковник, Çурçĕр Кавказ территорийĕнчи çар хутшăнăвĕсен участникĕ. Йĕрке хуралĕнче тĕрлĕрен должноçра 30 çул тăрăшнă. Ун чухне те тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвне хастар хутшăннă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)