06 сентября 2022 г.
Тăрăн ял тăрăхне кĕрекен "Игорев паркĕ" аслă çул хĕрринче, Треньел тĕлĕнче вырнаçнă. Унăн никĕслевçи - çак ял чăвашĕ Валерий Петрович Игорев. Çỹп-çап тăкса варалама тытăннă çырма-çатраллă лаптăкра çут çанталăк тусĕ вун ултă çул ĕнтĕ тĕрлĕрен йывăç-тĕм ỹстерет. Кунти вырăн халĕпалламалла мар хитреленнĕ. Чăн-чăн вăрман тесен те юрать.
Çулленех вун-вун хунав, çав шутра сайра тĕл пулаканнисене те лартнисĕр пуçне Валерий Петрович парка ытти енĕпе те капăрлатма тăрăшать. Кунта вăл тĕрĕллĕ кану вырăнĕ-сак туса лартнă, çăл тапакан вырăнта пусă чавнă. Иртен-çỹрен кирек хăçан та чарăнса сиплĕ шыв ĕçме, кунти илемпе киленме пултарать. Çак кунсенче çеç В. Игорев çак тĕлтех тепĕр ĕç-пуç йĕркелерĕ, çав пуссах тата икĕ метр алтса тимĕр бетонран тунă кăшăлсем ячĕ.
Çут çанталăкăн районти паллă вырăнне тирпейлесе тăма кашнинчех Валерий Петрович Рубцов алă тăсса пулăшать. Вăл хăй те тавралăх илемĕшĕн тăрăшакан хастар. Хальхинче те Геннадий шăллĕпе Виктор ывăлĕ парк илемĕшĕн хăйсен тỹпине хыврĕç. Сăваплă ĕç вара курăмлă та, пархатарлă та.
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)