27 июня 2022 г.
«Шалу аван. Хуçалăх ĕçĕсемпе çуреме предприятирен машина та пачĕç. Бензин укçи тулеççĕ», - яла мĕншĕн юлнине ыйтсан калама тытăнчĕ Марат Азизов.
Паллах, сăлтавĕсем çаксем кăна маар.Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми лĕнче çуралса унĕскер - ветеринарсен династийĕнчен. Ашшĕ -ывăлĕ ĕçлекен хуçалăхра. «Исток» агрофирмăра /унччен вăл «Була» ятлă пулнă/, амăшĕ ветстанцире тăрăшнă. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Азизовсем килте яланах выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк нумай усранă. Халĕ те мăйракаллă шултра выльăх,лаша, сурăх йышлă тытаççĕ.
Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Марат умĕнче «Мĕнле профессии илмелле.» ыйту тăман. Вăл Чăваш атшалăх ял хуçалăх академине кĕнĕ. Практикăна та çак хуçалăха килнĕ. Ун чухнех ăна унта ĕçлеме вырнаçмашкăн сĕннĕ. Аталанас, çĕнĕ технологисем кĕртес енĕпе «Исток» ăнăçлă ĕçленине, условисем кунта лайăххине асăрханă студент. Çавăнпа хирĕçлемен.
Тĕп зоотехникăн - нормăламан ĕç кунĕ. Ăна ирхи 5-6 сехетрех Тăрăнти фермăра курма пулать. Чи малтанах витесене пăхса çаврăнать. Апат мĕн чухлĕ юлнине тĕрĕслет. Ĕнесене апат парассине çĕнĕ йышши «Profeed» программа йĕркелет. Пĕтĕмпех компьютер урлă автоматика тĕрĕслет.
Ку апат хатĕрлессипе çыхăннă ĕçе çăмăллатма май парать. «Пирĕн ĕнесем моноапат çиеççĕ. Унта кирлĕ компонент хушнă-и? Мĕн вăхăта çитет. Компьютера пăхсан пĕтĕмпех курăнать», - ăнлантарчĕ Марат Ринатович. Хуçалăхра выльăх- чĕрлĕхшĕн яваплă пулнă май тивĕç. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхшĕн яваплă пулнă май унăн питĕ нумай. Ферма ĕçченĕсем пурте хăйсен вырăнĕнче-и? ĕнесене вăхăтра сăваççĕ-и, апат хатĕрлесси тивĕçлĕ шайра-и… - пĕтĕмпех асăрхаса-тĕрĕслесе тăмалла. Халĕ хуçалăхра шăпах сенаж хатĕрлеççĕ. «Кадрсем пирĕн - тулли комплект, 2 ветеринар, селекционер зоотехник, апат хатĕрлес енĕпе ĕçлекен зоотехник, скотниксем, дояркăсем, осеменатор - пурте пур. Коллектив çамрăк та ĕçлеме хаваслă», - палăртрĕ специалист.Кăçал районти Акатуйра «Исток» хуçалăха выльăх-чĕрлĕх енĕпе лайăх кăтартусем тунăшăн дипломпа чысланă.
Вăл икĕ ача ашшĕ. Арăмĕн Линарăн - хăйĕн бизнес, апат-çимĕç лавкки тытать. Вăл Маратпа пĕр ялта кун çути курнă.
«Пирĕн ялта мĕн кирли йăлтах пур. Хулара пурăнас шухăш вуçех пулман.Вĕреннĕ чухне те вĕçĕм яла килеттĕм. Шупашкарта тăвансем патĕнче пурăнаттăм. Хулана кайсан кашнинчех 3-4 кунран чирлеттĕм, пыр ырататчĕ. Канма каятăп-и – ют çĕрти климата хăнăхиччен каллех çавăн пек амак пуçланать. Тăван ялта кăна апла маар, кунти сывлăш та сиплĕ», - терĕ Марат. Унăн чун киленĕçĕ – автомобильсем. Ача чухнех вăл ашшĕпе пĕрле килĕнчи гаражра трактор-машинăра чакаланма юратнă. 18 çул тултарсанах права илнĕ.
Халĕ Марат - 35-ре. Вăл авланичченех çурт лартса тăван килĕнчен уйрăлса тухнă. «Çамрăк специалист» программăпа усă курса 600 пин ытла тенкĕ субсиди илнĕ. Палах ашшĕ- амăшĕ нумай пулăшнă ăна. Стройка 10 çул ытла пынă. Çемье çавăрнă хыççăн пурте пысăклатнă. 2-мĕш хутне хăпартнă, пĕрремĕшĕн планировкине улăштарнăю Ача-пăча сассипе киленсе савăнса пурăнмалла кăна халĕ.
Источник: "Хыпар"