Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тăван уй-хирĕм, эс ялан ман чĕрере"

17 мая 2022 г.

Тăрăнта пурăнакан Петр Самакин (сăн ỹкерчĕкре малти планра) тивĕçлĕ канăва кайни чылай çул, апла пулин те ăна хирте час-часах курма пулать. Районта йĕркелекен уй-хир тĕрĕслевне, кĕрхи культурăсем еплерех шăтса тухнине курма чĕнсен вăл кашнинчех хаваспа килĕшет. Май пур чухне хăй тĕллĕн те уçăлмалла тесе уя тухать. Кунта вара унăн чунĕ ирĕке тухнă кайăк пекех савăнать. Агроном паян та çĕршĕн, тинĕс пек сарăлса выртакан тыр-пул пуссишĕн, техника шавĕшĕн тунсăхлать. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕлĕкĕсенче те вăл хăйне хирте çỹренине, тулса çитнĕ пучахсем ăшă çилпе хумханнине курать...

 Петр Васильевич 1947 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Тăрăнта кун çути курнă. Тен, шăпах Çĕнтерỹ кунĕнче çурални те ăна пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăват панă. Тăрăнти пĕлỹ çуртĕнче, кайран Патăрьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Аттестат илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çул тытнă. Экзаменсенче пысăк балсем пухнă хыççăн студент пулса тăнă. Вăл экономиста та вĕренме кĕме пултарнă, анчах агроном профессийĕ кăмăлне ытларах кайнă. Мĕн ачаран йывăç-тĕм лартма юратнăскер хăйĕн малашлăхне çĕрпех çыхăнтарма тĕв тытнă.

- 2-3-мĕш класра вĕреннĕ чухне шĕшкĕ туратне тăпра ăшне чиксе хутăм. Çакна атте курчĕ те: "Ачам, ку йывăçăн тымарĕ çук, ỹсеймест", - терĕ. Кăшт аслăлансан вара çуралса ỹснĕ кил çывăхĕнчи çырмара йывăçсем çитĕнтерме пуçларăм. Мичурин ячĕллĕ колхоза Александр Александрович Ситов ертсе пыратчĕ, вăл хушнипе вăрмантан тĕрлĕ йывăç кăларса килнĕччĕ. Мана та 5-6 тĕм хурăн, çăка парса хăварчĕç, çавсене хам тĕллĕн лартрăм, - тесе аса илет Петр Васильевич.

 Дипломлă ĕнерхи студент направленипех тăван района, "Герой" колхоза килет. 1969 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен кунта пахча çимĕç, хăмла çитĕнтерессипе тимлет. Аслă пĕлỹллĕ специалиста çулталăкран тĕп агронома куçараççĕ. Пултаруллă çамрăк 1971 çулта ВЛКСМ райкомĕн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш секретарĕн, 1974 çулта КПСС райкомĕн организаци пайĕн инструкторĕн тивĕçне пурнăçлама пикенет. Кунта вăл тăватă çул вăй хурать. Пултарулăхне кура Петр Самакина Патăрьел райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕн "лавне" шанаççĕ.

 - Малтанхи тăватă çул çăмăл килмерĕ. 1978 çул çанталăк йĕпе-сапаллă пулчĕ. Ака вăхăтĕнчех çумăр чарăнмасăр çурĕ. Яваплă тапхăр июнь уйăхĕчченех тăсăлчĕ. Кĕркунне татах нỹр ытлашшипех пулчĕ. Акнă-лартнă тухăçа пухса кĕртес тесе сахал мар тăрăшрăмăр. Тыр-пула декабрь вĕçĕчченех пуçтартăмăр: çурлапа та, çавапа та усă курма тиврĕ.

 1979 çул хĕвел хĕртсе пăхрĕ, шăрăх тăнăран тăпра кĕлленсе ларчĕ. Татах тухăç эпир кĕтнĕ пек пулмарĕ. 1980 çул вара çумăр чарăнма манса кайса çурĕ. Уйрăмах çĕр улмине пухса кĕртесси йывăра килчĕ. Кăлармалли ятарлă хатĕрпе усă курма май çуккипе хире культиватор кĕртсе ятăмăр. Тымар çимĕç шап-шур тухать, анчах ăна тăпра çумĕнчен ниепле те хăпăтса илме çук. "Красное Знамя" колхозра "иккĕмĕш çăкăра" тиенĕ машина уйрах путса ларчĕ, ăна кăларас тесе икĕ трактор сĕтĕреççĕ. Юлашкинчен техникăн рами çăлăнса тухрĕ. Вăл вăхăтра хуçалăха Петр Казачков ертсе пыратчĕ, председатель вара çĕр улмие хĕл каçарма хиртех бурт (тăрăхла шăтăк) тума хушрĕ.

Ялан лайăха шанатпăр та вĕт... Тепĕр çул татах типĕ килчĕ. Çут çанталăкăн начар çанталăкĕ çук теççĕ те, анчах тăватă çул умлă-хыçлă йывăр килни мана шухăша ячĕ. Эпĕ Илья Владимирович Нягин райисполком председателĕ патне кайрăм та хама ĕçрен хăтарма ыйтрăм. Вăл ман çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те: "Эпĕ сана должноçран хăтарăп-ха, çанталăк çакăнпа лайăхланать пулсан... Çанталăк мĕнле пуласси санран килмест, çавăнпа кай та ĕçле", - терĕ. Кун хыççăн кăштах чунри "шĕкĕ" кăшлама чарăнчĕ. 1982 çул вара чăннипех те пысăк тухăçпа савăнтарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем бункер виçипе пĕр гектартан 32 центнер тухрĕç! Ытти культурăсен те пĕчĕк марччĕ, - тесе аса илчĕ иртнĕ çулĕсене ĕç ветеранĕ. Петр Васильевич ял хуçалăх управленийĕнче агрономра 17 çул вăй хунă. Каярах Патăрьел районĕн çĕр комитечĕн председателĕнче, районти иккĕмĕш çырав участокĕн заведующин пулăшуçинче, "Була", "Исток" хуçалăхсенче агрономра тимленĕ. Ăçта ĕçлесен те тăрăшулăхпа, хăйне шаннă тивĕçе çỹллĕ шайра пурнăçланипе палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 1987 çулта "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" ята тивĕçнĕ, ытти сумлă наградăсем те унăн çителĕклех.

Петр Самакин вĕлле хурчĕсемпе те кăсăкланать. Çак туртăм вĕсен йăхран-йăха куçса пырать. Унăн аслашшĕ, ашшĕ "ылтăн хуртсене" тытнă, каярах Петр Васильевич вĕсен ĕçне тăснă.

 - Аттене пыл юхтарнă чухне малтан анне пулăшатчĕ. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра мана илсе тухрĕ, çавăнтанпа ун çумĕнчен хăпман. Аслăланнăçем пĕчченех тăрмаша пуçларăм. Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлеме питĕ килĕшет, - тет утарçă. Сăмах май, Самакинсем выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ. Ялти çын пушă тăма хăнăхман çав.

 Ветеран алă вăйĕвиçессипе, штанга йăтассипе те республикăра палăрнă. Районăн пĕрлештернĕ командинче Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне пĕрре мар регион шайĕнче хỹтĕленĕ. Петр Васильевичăн пултарулăхĕ пирки калаçăва малалла тата тăсма пулать: вăл "Ты со мной, мое поле" кĕнеке авторĕ. Унта тава тивĕçлĕ агрономсем, вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки тата районти ял хуçалăх управленийĕн, хальхи вăхăтра район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕсем пирки кĕскен çырса кăтартнă. Çавăн пекех тăватă эртелĕн йăх тымарне тĕпчесе хатĕрленĕ.

Кашни çыншăн чи пысăк телей вăл - ачасем. Петр Васильевичпа Галина Алексеевна икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Пурте çемьеллĕ. Халĕ тата 8 мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

 О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика