Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вите выльăхпа илемлĕ

18 марта 2022 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, пĕрлех кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ Петр Ефимов, "Агро-Инноваци" унитарлă предприятин пай начальникĕ Юрий Егоров, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, зооветспециалистсем, АПК ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятин пĕрремĕш пайĕнче пухăннисене "Исток" çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕн çумĕ Иван Соловьев хуçалăх пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн пурте пĕрле ĕне фермине кĕрсе курчĕç.

"Исток" çĕр ĕç фирми ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх. Ỹсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем иккĕшĕ те вăйлă аталаннă. Техника паркне çуллен çĕнетсе тăраççĕ, паха вăрлăхсемпе усă кураççĕ, тăпра пулăхлăхне лайăхлатма пусă çаврăнăшне тытса пыраççĕ, тислĕк хываççĕ, минераллă удобренисемпе усă кураççĕ тата ытти те. Витесем те тулли. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 968 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, унтан сăваканни - 540. Пĕр ĕнерен вăтамран 8431 килограмм (105 процент) сĕт сунă. Кăтарту районта чи пысăккисенчен пĕри. Самăртма хупнă выльăхсем талăкра вăтамран 929 грамм ỹт хушнă. 2021 çулта 573 пăру илнĕ. Çулталăкра аш-какай 113 тонна (124 процент маларахри çулпа танлаштарсан), 4544,2 тонна (114 процент) сĕт туса илнĕ. Хуçалăхра 100 çынна яхăн тăрăшать, вĕсен вăтам шалăвĕ 24825 тенкĕ.

Фермăра ĕçе йăлтах механизациленĕ. Ĕнесене ятарлă залра сăваççĕ. Апат рационĕ те питĕ пуян. Сăмах май, кашни усĕмри выльăхăн вăл уйрăм: пăрусен - пĕр тĕрлĕ, сăваканнисен - тепĕр тĕрлĕ... Выльăх апатне хатĕрленĕ чухне зоотехника та час-часах хирте курма пулать, вăл çиме пахалăхне тĕрĕслесех тăрать. Технологие пăхăнса хатĕрлемен сенажран та, силосран та продукци илме çуккине кунта лайăх ăнланаççĕ.

Анатолий Лялькин фермер патшалăх паракан грантпа усă курса унччен сысна вити пулнă хуралтăна реконструкцилесе ĕне-выльăх самăртма пуçланă. Вăкăрсене кăкарса хуманран хăйсене уйăрнă лаптăкра ирĕкре çỹреççĕ.Кăнтăрла кунĕпех картара тăраççĕ. Вĕсене унта улăм çителĕклех сарса панă. Ĕçлекенсене кĕрсе канма та условисем лайăх.

Мероприятие хутшăнакансем "Исток" çĕр ĕç фирминче тата Анатолий Лялькин фермер хуçалăхĕнче курмалли, вĕренмелли нумаййине палăртса хăварчĕç.

Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2021 çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра ĕне-выльăх, сăвакан ĕнесен тата лашасен шучĕпе - пĕрремĕш, сыснасен йышĕпе - виççĕмĕш, сĕт, аш-какай туса илессипе - иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнать.

Ирнĕ çул, цифра чĕлхипе каласан, 19290 (102 процент) пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, унтан ял хуçалăх организацийĕсенче - 3490, фермер хуçалăхĕсенче - 3420 пуç. Сăвакан ĕнесем районĕпе 7890 пуçа çитнĕ.

Районта аш-какая, сĕте тирпейлекен 6 кооператив, тăватă фермер хуçалăхĕ, выльăхсене пусса тирпейлекен 11 цех пур. Çавăн пекех патшалăх паракан грантсемпе усă курса, тĕрлĕ программăна хутшăнса кооперативсем, фермерсем çĕнĕ объектсем уçаççĕ, çапла майпа ĕç вырăнĕсем хутшăнаççĕ. Виктор Игоревич кăçалхи тĕллевсемпе те паллаштарчĕ, вĕсене пĕрлехи вăйпа çеç пурнăçлама май пуррине каларĕ.

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Пысăк продуци илес тесен апат çителĕклĕ хатĕрлени çеç сахал, унăн пахалăхĕ те кирлĕ. Çакăн пирки "Агро-Инноваци" унитарлă предприятин пай начальникĕ Юрий Егоров тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Вăл кашни ỹсĕмри выльăх валли уйрăм рацион кирлине, çакă чир-чĕртен те хỹтĕлеме май панине пĕлтерчĕ. "Исток" çĕр ĕç фирминче шăпах çакна тĕпе хурса ĕçленине асăнчĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăхсемшĕн кăна мар, этемшĕн те хăрушă чирсем ан сарăлччăр тесе ветеринари сферинче вăй хуракансем сахал мар тăрăшаççĕ. Вĕсем вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем туса пынăран, профилактика мероприятийĕсене йĕркеленĕрен 2021 çулта туберкулез, бруцеллез, çĕпĕр язви, урмăш чирĕ, сысна чуми, кайăк-кĕшĕк грипĕ тата ытти те тĕл пулман. Вылăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ Петр Ефимов малашне те тимлĕхе çухатмасăр ĕçлессине, çу çывхарнă май витесене юсаса дезинфекцилемеллине каларĕ. Сĕт пахалăхне тĕрĕслемелли çĕнĕ правилăсем пирки чарăнса тăчĕ.

Канашлура пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене илчĕç.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика