25 февраля 2022 г.
Мартăн 1-мĕшĕнче Леонид Матвеевич Лялькин-Çилкас пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитет. Вăл Тăрăн ялĕнче 1936 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралнă.
Ашшĕ, Матвей Никитович, районти шкул ачисене вĕрентнĕ, аслă çĕрйĕркелỹçĕ, райĕçтăвком председателĕн çумĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче лейтенант 1944 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Латвинче пуçне хунă.
Леонид çамрăклах кĕнеке, пĕлỹ енне туртăннă, ỹкерме, юрлама юратнă. Вăрçă ачисен йывăр шăпи унăн выçлă-тутăллă пурнăçне, шăл ыратнă евĕр нушалантарнă, нумай йывăрлăх кỹнĕ.
Ăна ялти шкула тỹрех 2 класа илеççĕ. Тăрăнти 7 çул вĕренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, 1950-1954 çулсенче Патăрьелĕнчи педагогика училищинче пĕлỹ илет. Кунта вăл Геннадий Лисин (Айхи) çамрăк сăвăçпа тата Иван Матросов, Исак Кириллов пулас журналистсемпе туслашать. Вĕрентекен дипломне илсен ял библиотекин пĕрремĕш заведующийĕ тата никĕслевçи пулнă. 1959 çулта шкула вырнаçса мĕн пенсие тухичченех кунта тăрăшать. Ĕçленĕ хушăрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать.
Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, дирижер тата музыкант сĕрме купăспа, мандолина е баянпа каланине ял çыннисем халĕ те астăваççĕ. Унăн сăвви-юрри Чăвашрадио эфирĕнче сахал мар янăранă. Г.Айхи сăввипе кĕвĕленĕ "Савăнатăп тăван ялăмпа" юрă Тăрăн ялĕн мухтавлă юрри пулса тăчĕ. Пултарулăх ĕçĕнче Леонид Лялькина Ф.Лукин, Г.Лебедев, Т.Фандеев, А.Петров композиторсем хавхалантарса, пулăшса пынă. Леонид-Çилкас пултарулăхĕнче Тăван çĕршыва юратни, ача-пăча тĕнчи, тăван тавралăх илемĕ, вăрçăри паттăрлăх, кăмăл-туйăм, пурнăçа юратни тĕп вырăн йышăнаççĕ.
Çут хĕвел ăшшинче уççăн çеç сывлани,
Çурхи кун тĕрлĕрен чечексем çурăлни,
Вăрманти кайăксем савăнса юрлани
- Мĕнле пысăк телей - çĕр çинче пурăнни.
В. ПЕТРОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)