27 декабря 2021 г.
Треньелĕнчи ача садне аслă ушкăна 24ăн çỹреççĕ. Вĕсем пурте 2022-2023 çулта пĕрремĕш класа кайма хатĕрленеççĕ. Çитĕнекен ăру шкул партти хушшине лариччен вулама, çырма, шутлама вĕренччĕр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Ачасене Н.Вераксы редакциленĕ "От рождения до школы" инновациллĕ программăпа килĕшỹллĕн ха- тĕрлесе пыратпăр.
Ỹсекен ачасен çĕр ыйту çĕкленет. Пурин çине тулли хурав илес килет вĕсен. Тĕрлĕ вăййа явăçтарни, утренниксем йĕркелени, уявсем ирттерни тавра курăмне анлăлатма пулăшать те. Уçăлма тухсан та çут çанталăка, тавралăха сăнатпăр. Пирĕн енче мĕнле чĕрчун, кайăк-кĕшĕк пурăннипе интересленетпĕр. Хăш-пĕр мероприятие ашшĕ-амăшне явăçтарни те кăмăллă. Тутар, чăваш ачисем садике килĕштерсе çỹрени утренниксене анлăрах ирттерме те май парать. Анне кунĕнче чăваш, вырăс, тутар чĕлхисемпе сăвăсем вуларĕç. Х.Ахметова, Л.Вахитова, З.Яфизова, М.Паймин тата ыттисем те пултаруллă пулчĕç.
Наци йăли-йĕркине ăруран ăрăва тăсас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Чăваш тĕррин илемне палăртас енĕпе алă ĕçĕсен конкурсне ирттертĕмĕр.
Ачасен шашкăлла выляс туртăмне аталантарни те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Кун пек чухне вĕсем телефонпа лармаççĕ тата шухăшлав туйăмне аталантараççĕ.
Ушкăна хăнăхса ỹсеççĕ ачасем. Пĕрлех пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентессине те мала хума тăрăшатпăр.
М. РУБЦОВА, воспитатель.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)