05 октября 2021 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Тăрăн тата Пикшик ял тăрăхĕсенчи строительство объекчĕсенче пулнă. "Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесси" программăпа килĕшỹллĕн районта кăçал Сăкăт тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче врач амбулаторийĕсем, Тăрăн, Ишлĕ, Первомайски ял тăрăхĕсенче пилĕк фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнă.
Ĕçлĕ çул çỹревре Рудольф Васильевич Треньелĕнчи тата Тăрăнти ФАПа тунă тата Треньелĕнчи спорт лапамне, унтан Кĕçĕн Арапуçĕнчи территорие хăтлăх кĕртнĕ çĕре çитсе курнă. Çавăн пекех подрядчиксемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă, палăртнă тĕллевсене вăхăтра вĕçлеме суннă.
Тăрăнти фельдшерпа акушер пунктне кăçалхи май уйăхĕнче "Каскад" строительство организацийĕ хăпартма пуçланă. Ăна туса пĕтернĕпе пĕрех: территорие хăтлăх кĕртнĕ, газ, электричество илсе çитернĕ. Оборудованисене вырнаçтармалли çеç юлнă.
Треньелĕнчинче те ĕç вĕçленсе пырать. ФАП территорине брусчатка сармалла тата "Газпром газораспределение Чебоксары" пĕрлешĕвĕн "кăвак çулăмпа" тивĕçтермелле. Ял çыннисемшĕн тепĕр савăнăç вăл - "Демографи" наци проекчĕпе сывлăха çирĕплетме спорт комплексне тума пуçăнни. "Стройкомфорт" пĕрлешỹ баскетболла тата волейболла вылямалли лапамсене асфальт сарнă, каярах резинăпа витеççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи "Чăваш Республикинчи муниципалитетсенче пурăнакан çынсен пурнăç хăтлăхне ỹстермелли хушма йышăнусем пирки" хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2021 çулта районти картиш территорийĕсене хăтлăх кĕртме 7 контракт 23,9 млн тенкĕлĕх çырнă. Кĕçĕн Арапуçĕнче шăпах çак программăпа тротуар сарнă, ача-пăча тата спорт лапамне тунă. Саксем, урна, шахмат сĕтелли, ача-пăча гимнастика комплексĕ, вылямалли хатĕрсем, аслисене валли тренажерсем вырнаçтарнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)