Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рубцовсем чун канăçне илемлĕхре кураççĕ

14 сентября 2021 г.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Çамрăксен ура- мĕнчи 3-мĕш çуртра пурăнакан Николай Рубцов хуçалăхĕн кĕçĕн хапха алăкне уçса кĕрсенех çăтмахăн пĕр кĕтесне çакланнăн туйрăм. Пĕр енче кăнтăр тăрăхĕнче çитĕнекен лăпăска йывăçсен варринчи "акăшсен кỹллинчен" шăнкăртатса шыв юхать, хирĕçех тинĕс таврашĕнчи çĕршывсенчи дендрари. Юнашарах - ывăннă хыççăн сулхăнта вăй пухмалли хăйне евĕр хỹтлĕх... Кил картинчен анкартине тухса пынăçемĕн вара флора тĕнчи кинокадрти евĕр улшăнса пырать. Тĕлĕннипе куç-пуç алчăрать! Ниçта та пĕр çум курăк, ытлашши япала курăнмасть. Калăн, çак хушма хуçалăхра куллен 4-5 служанка ĕçлет! Юмахри илеме "чун" параканĕ - Светлана Анатольевна Рубцова. Хăйĕн икĕ ылтăн аллипе тата пуян ăс-хакăлĕпе вăл хушма хуçалăхри çĕр лаптăкĕ çинче чăннипех те вĕлле хурчĕ пек ĕçлет.

Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче тренер-преподавательте тăрăшакан виçĕ ача амăшĕ тирпейлĕ те кăмăллă кил хуçи хĕрарăмĕ çеç мар, ăста агроном, йывăçсене, чечексене ĕрчетекен селекционер, пултаруллă дизайнер та. Унпа калаçнă хыççăн вăлах пысăк чунлă, илеме, тавралăха, çут çанталăка чун-чĕререн юратакан çын пулнине те туйрăм. Çакă вара пурнăçра чи кирлĕ пуянлăх тесе шутлатăп.

- Чун канăçне эпир чăн малтан илемлĕхре куратпăр. Çак юрату пирĕн çемьешĕн пысăк тупра. Пĕр пĕччен 26 сотăй çĕр çинчи хитрелĕхе ăсталаса тытса тăма ансат мар. Ку ĕçре чăн малтанах ман мăшăрăм сылтăм алă вырăнĕнче. Ачасем те пулăшаççĕ. Пахчари 150 ытла пысăк йывăçа, 200 ытла тĕрлĕрен тĕме, çав вăхăтрах çимĕç паракан 25 йывăçа пăхса, "прическа" туса тăрать. Сад ăсти темелле. Лаптăксенчи тĕрлĕ вырăнта илĕртсе ларакан çеçкесене вара хамăнах "çупăрлама" тивет. Вĕсем манăн сахал мар:300 ытла тĕс!-кăмăлтан пайларĕ хăйсен савăнăçне кил хуçи хĕрарăмĕ.

"Розалия" лапамĕнче çеç 48 роза çитĕнет. Пĕтĕмпе вĕсем 70е яхăнах. Ытларах вĕсене голланди селекцийĕнчисене ĕрчетме тăрăшать. Вĕсем шартлама хĕле те шанчăклах чăтса ирттереççĕ-мĕн. Гортензия, пеларгония, петуния, хризантема, 50 ытла савăт çинче хĕм сапса ларакан чечексем хуçисене çу каçа çеç мар, кĕркунне те савăнтараççĕ. Кăнтăр енче, ытти çĕршывра ỹсекен йывăçсенчен пире çывăххи, эпир курма хăнăхни пахчара пĕртен-пĕр пилеш тата икĕ панулми йывăççи çеç пулчĕç.

 -Шăпах вĕсем сада чĕртсе яма пулăшакансем. Çĕнĕ çурта тума пикеничченех вĕсене лартнăччĕ. Унтанпа 25 çул иртрĕ. Ман юратнă уртăшсене (можжевельник) лартни те çирĕм çула яхăн. Вĕсене ăшă енне канма кайсан туратне илсе килсе парникре чĕртнĕччĕ. Халĕ те пĕр парнике çак тĕллевпе тытатăп. Унта çĕнĕ сорт чечексене, йывăçсене тымарлантаратăп,- малалла паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕсемпе чечек ăсти.

Çав вăхăтрах Рубцовсем пахча çимĕç туса илес тĕлĕшпе те кăмăлтан ĕçлеççĕ. Арендăна илнĕ 2 гектар çĕр çинче пысăк пайне сухан севок акса çитĕн- тереççĕ, 80 сотăй çинче ыхра, 50 сотăй çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, купăста, хăяр-помидор... Парникри помидорсем çеç 12 сорт. Вĕсен вăрлăхĕсене Светлана Анатольевна хăй туса илет. Кил хуçи-агроном февраль уйăхĕнчех калчасем çитĕнтерес тĕлĕшпе ĕçлеме пикенет. Урăхла каласан илем тытса тăрас тесен çăвĕпе çеç мар, хĕл кунĕсенче те сахал мар тăрмашма тивет. Çĕр-анннемĕр вара хăйне юратакана яланах ырăпа тав тăвать. Çакна мăшăр туйса, хавхаланса ĕçлет те.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Николай Михайловичпа Светлана Анатольевна Рубцовсем пурăнакан хуçалăха ĕçлĕ çул çỹрев ахалех пулмарĕ. Çак килĕшỹллĕ мăшăрăн пĕрлехи ĕçне районти комисси кăçал пысăк хак панă. Вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче килти хушма хуçалăха тирпейлĕ те хăтлă тытса тăрас, йывăç-курăк лартса капăрлатас тĕлĕшпе районта чи кăтартуллисене палăртакан канкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, "Чи лайăх хушма хуçалăх -2021" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика