16 мая 2021 г.
Треньелĕнче пурăнакансем "Йывăç ларт тата ăна сыхла" акцие хутшăнса пуçарулăх кăтартрĕç. Н. Положин ял старости тăрăшнипе вĕсем Ыхра Çырмипе Треньел чиккине йывăçсем лартрĕç. Камран тĕслĕх илмелли те пулчĕ. Маларах çак тăрăхри пысăк лаптăкра В. Игорев парк çĕкленĕччĕ. Вăлах ĕçе йĕркелесе те тăчĕ. Ĕç кал-кал пычĕ. Н.Положин çереме тракторпа сухаласа çемçетрĕ. Г.Терентьев, М.Юманов, Д. Пчельников, А. Галкин, О.Романов хунавсене лартса пычĕç. Саккăрмĕш теçеткене вакланă В.Мидуков та çамрăксенчен юлмарĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕсен пулăшăвĕ те сисĕнчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)