21 июля 2020 г.
Çак кунсенче Тăрăн ялĕн хĕвеланăç енче, хыр вăрманĕнче шыва кĕрсе тасалмалли купеле (ỹкерчĕкре) сăвапларĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов, Тăрăн ял тăрăхĕн алминистрацийĕн пуçлăхĕ Константин Михеев, "Исток" çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕ Александр Илюткин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Иван Соловьев тата ытти хăнасем, ялйыш хутшăнчĕ. Тăрăнти Николай çветтуй ячĕллĕ храм настоятелĕ Серафим Лялькин игумен сăвапланă хыççăн Турра ĕненекенсем тасатнă çăлта шыва кĕрсе вăй-хăват пухрĕç, тасалчĕç.
(Хамăр корр)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)