Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă ялта пурăнма та кăмăллă

30 июня 2020 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьел, Тăрăн тата Пикшик ял тăрăхĕсенче çĕкленекен тата юсакан строительство объекчĕсемпе паллашрĕ. Патăрьелĕнчи Советски урамĕнчи картиш территорине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче кăларнă "Чăваш Республикинчи муниципалитетсенче пурăнакансен пурăнмалли хăтлăхне ỹс- термелли хушма йышăнусем пирки" калакан 139-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн хăтлăх кĕртеççĕ. Кунта 2 млн та 299 пин тенкĕлĕх ĕçсем туса ирттермелле. Объекта сентябрĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелле. И. Рубцова уйрăм предприниматель подрядчик пулнă май, брусчатка сарса пĕтернĕ, экопарковка вырнаçтарнă, карта тытнă тата ытти те.

- Ял çыннисем хăйсем пуçарулăхпа палăрчĕç, май пур таран пулăшса пычĕç. Сывлăха çирĕплетмелли, ача-пăчана вылямалли лаптăксем малашне тата ытти урамсенче те тума палăртнă, - тет Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков.

 Тăрăн ял тăрăхĕнче вырăнти пуçарулăх программипе усă курса обществăлла инфратытăма аталантармалли проектпа масар патне каякан çула юсаççĕ. Çак çула тирпейлессишĕн Петр Думилин ял старостипе Лидия Илехметова педагогика ĕçĕн ветеранĕ нумай тăрăшнă. Малашне вĕсем тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăка ял халăхĕ пулăшнипе çĕнетме тĕллев лартнă.

Çул пур çĕрте пурнăç пур тесе яланах калаççĕ. Районта çакна шута илсе ĕçлеме тăрăшаççĕ. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 21 млн тенкĕлĕх 12,5 çухрăм çула юсама тата çĕнĕрен тума палăртнă. Кĕçĕн Арапуçĕнче хальхи вăхăтра юсакан ял клубĕ патне те асфальт сарма пикеннĕ. Пушкин тата Сад урамĕсенче пурăнакансем те малашне çатма пек тикĕс çулпа çỹрĕç. Çавăн пекех Рудольф Селиванов Хирти Пикшик шкулне çĕнетнĕ çĕре тата "Именкасси - Кĕçĕн Арапуç" автоçулти шăтăк-путăка сапланă çĕре çитсе курчĕ, строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ.

- Çулсем, культура тата вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тăватпăр, юсатпăр, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма майсем йĕркелетпĕр. Патшалăх пур енчен те пулăшма тăрăшать. Çав вăхăтрах пирĕн хамăрăн та ял территорисене тирпейлессипе, симĕслетессипе ĕçлемелле. Пĕрлехи вăйпа çеç эпир хăтлă условисем йĕркелеме пултаратпăр, ун чухне ачасемпе мăнуксем те ялтах юлĕç, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов объектсемпе паллашнă хыççăн.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика