07 мая 2020 г.
Саманан кашни тапхăрĕнчех ырă та пархатарлă пулăмсем нумайлăха манăçмаççĕ. Унччен ялсенче кирек мĕнле ĕçе те нимелле пурнăçлани, йышпа кар тăни паян та куç умĕнчех.
Çав вăхăтсене чылайăшĕ ăшă туйăмпа аса илет. Ун чухне ушкăнпа вăрман кăларнă, пура пуранă, çак меслетпех тăррине витнĕ... Пурне те пĕрлехи вăйпа пурнăçланă. Кайран савнăçне те пĕрлех пайланă, çĕнĕ пỹрт "менельникне" тунă. Ушкăн вăйпа пурнăçланă ĕç çав тери сумлă, хисеплĕ, пархатарлă пулнă. Çынсем пĕр-пĕрне чун-чĕререн, кăмăлтан пулăшнă. Çапла Турă умĕнче пысăк сăвап çĕнсе илнĕ ял çынни. Ыр кăмăллăхпа йĕркелекен ниме кил хуçине те укçи-тенке перекетлеме май панă. Шел пулин те, паян эпир çак меслетпе ĕçлесе хавхаланаймастпăр. Ниме манăçа тухса пырать. Чылай ĕçе "кĕмĕлпе" хаклатпăр. Çапах та ялсенче ĕлĕкхи "хĕлхем" сỹнсех ларнă та тееймĕн. Тепĕр чухне уйрăм çынсен хастарлăхĕ тата пуçарулăхĕ савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Çав вăхăтрах вĕсем мухтава та тивĕçлĕ.
Вырăнти власть органĕсенче халăхпа çыхăну тытса ĕçлекен çынсене суйланăранпа, староста статусне çирĕплетнĕренпе нумай вăхăт иртмерĕ пулин те, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çак общественниксенчен чылайăшĕ ырă ĕçпе палăрма ĕлкĕрчĕç. Вĕсенчен пĕри Треньелĕнчи Николай Александрович Положин. Ку таранччен тĕрлĕ ĕçре пиçĕхсе чылай опыт пухнă арçын паян обществăшăн, ял халăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçе кăмăлтан туса пырать. Ял-йыш шаннă тивĕçшĕн питĕ пысăк яваплăх туять. Хăй çуралса ỹс- нĕ тăван ял аталанăвĕшĕн, тирпей-илемĕшĕн вăл унччен те айккинче тăман. Субботниксене те хастар хутшăннă, масара, урамсене тирпейленĕ чухне те пуçарулăх кăтартнă, уйрăм çынсене техникăпа пулăшмалла чухне те нихăçан та хирĕçлемен тата ытти те. "Çынна ырă туни темиçе хут ырăпа таврăнать",- тет кун пирки староста.
Нумай пулмасть вара вĕсем халăх вăйĕпе пысăк ĕç тунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ май тата Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалласа тăван ял масарĕнче пирĕн ырă пурнăçшăн вăрçăра çапăçнă ветерансене хисеп туса палăк лартнă. Унта çапăçу хирĕнче пурнăçне татнă (63 паттăрăн), вăрçăран таврăннă хыççăн вилнĕ (59 ветеранăн) тулли ячĕсем, вĕсем ăçта çапăçса пуç хунисем çырăннă.
- Ырă шухăш иртнĕ çулах çуралчĕ. Михаил Терентьев хастар, Михаил Юманов ял тăрăхĕн депутачĕ çак ыйтăва хускатнă хыççăн ăна чăн малтан халăхпа тĕл пулса сỹтсе яврăмăр. Мĕншĕн тесен укçа-тенкĕсĕр пуçăннă ĕçе малалла яраймастăн-çке. Сăваплă ĕçе пурте ырлани ăна хăвăрт та тирпейлĕ йĕркелеме май пачĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех 102 пин тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Пуçарăва ялтан тухса кайнă ентешсем хастар хутшăнни те савăнтарчĕ. Акă, Надежда Галкина (Кузнецова) Анат Туçана качча кайни тахçанах пулин те, хăйĕн çывăх тăванĕсем канлĕх тупнă масарта йĕрке-тирпей тума, унта палăк вырнаçтарма çийĕнчех укçа куçарса пачĕ. Ыхра Çырминчи Раиля Вахитова учительница та сăваплă ĕçе хăйĕн тỹпине хывма хапăл турĕ. Мускавра тĕпленнĕ А. Муськин, В. Зайцев тата ыттисем те çийĕнчех нухратпа пулăшрĕç,- хавхаланса каласа парать хăйсен ĕçĕ пирки ял старости.
Паян чăнах та Треньел масарне кĕрсе-тухма, унта канлĕх тупнă тăвансен вил тăприсем умĕнче пуç тайма та кăмăллă. Иртнĕ çул та вĕсем халăх хастарлăхĕпех питĕ нумай ĕç пурнăçларĕç: çуртне тирпейлерĕç, картисене çĕнетрĕç, йывăçсене сайратрĕç тата ытти те. Сăваплă ĕçре пысăк тỹпе хывнă кашнийĕн ячĕ масар пỹрчĕ çумĕнче вырнаçтарнă ятарлă стендра упранать. Ку енĕпе староста уççăнлăха кăмăллать. Укçа шута юратать-çке.
- Пирĕн ялта усал кăмăллă çын çук та пулĕ. Кирек мĕнле пуçарăва та яланах кăмăлтан хутшăнма тăрăшатпăр. Субботниксене те, урамсене типей-илем кĕртнĕ çĕре те, йывăç лартнă вăхăтра та... Пĕри-пуриншĕн, пурте-пĕриншĕн пулни ялта пурăнакансене хавхаланса ĕçлеме пулăшать. Эпĕ хам та нихăçан та ушкăн ĕçĕнчен айккинче тăрса юлма тăрăшмастăп. Çамрăкла вăй-хăват мар пулин те, кашнийĕнчех хутшăнатăп. Масар çине палăк вырнаçтарнă чухне те ватти-вĕтти пĕрле ĕçленишĕн чун савăнса тăчĕ. калаçăва хутшăнчĕ Л. Тарасова.
Паян çак ялта 150а яхăн килти хушма хуçалăх, вĕсенче 500 яхăн çын пурăнать. Пĕчĕк ялах мар темелле. Темиçе çул каялла кунта çатма пек çулсем тăсăлса выртнинчен тĕлĕнмеллеччĕ. Мĕншĕн тесен ун пек çулсем районта та сайра пулнă. Шел, нимĕн те ĕмĕрлĕх мар. Урамсенчи шăтăк-путăксене тỹрлетмеллисем çулсерен йышланса пыраççĕ. Хальлĕхе ял çынни пурпĕрех хăйсене савăнмалли сăлтавсене тупсах тăрать. Акă, Сăрт урамĕнче пурăнакансем ача-пăча лапамĕ ăсталанă. Йывăçранах пĕчĕк хỹтлĕхне те тунă. Кун пек пĕчĕк лапам ялти клуб умĕнче те пур. Унта та уйрăм хастарсем хăйсен уçарăвĕпе пурнăçланă ĕçсем. Пысăк мар пулсан та ял илемĕ шутланаççĕ. Коронавируспа карантин пуличчен çак тăваткалта ача-пăча кăмăл туличченех выляса савăннă.
Тăрăн ял тăрăхне кĕрекен çак ял районти çамрăксемшĕн хăйне евĕр илĕртỹллĕ вырăн та. Çулла кунти "Çамрăксен утравне" çынсем ушкăнпа, çемьепе канма килеççĕ, хĕлле вара ватти-вĕтти сăрт айккинче ярăнса киленет, ача-пăчапа аслисем футбол уйĕнче выляса сывлăхне çирĕплетеççĕ. Кунтах футболла выляссипе тĕрлĕ шайри ăмăрту та иртет. Урăхла каласан, хĕлĕн-çăвĕн ялта шăплăх хуçаланмасть. Çавăнпах ĕнтĕ Н. Положин староста çывăх вăхăтрах хăйсен ял чысĕ шутланакан утрава тата илĕртỹллĕрех тăвасшăн, унти хăпнă йывăçсене те касса тирпейлесшĕн. 1963 çултанпа Треньелĕнче футбол вăййи аталанать.Вылякан лапама пăхса тăрассине, ăна çĕнетессине вара спортсменсем хăйсем çине илнĕ-мĕн. Футбол федерацийĕн членĕсем çулсерен пуçтаракан взнос укçипе кунта çăвĕпех тирпей тытса тăраççĕ. Ку ĕçре каллех Мускавра тĕпленнĕ ентешĕсем пысăк пулăшу параççĕ-мĕн. Урăхла каласан, çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те тăван ял аталанăвĕшĕн, капăрлăхĕшĕн кар тăракансем пулни чыс та, мухтав та.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)