30 апреля 2020 г.
Çĕнтерỹ кунĕ умĕн чылай чухне алла пăшал тытса çĕршыва хỹтĕленĕ арçын-салтаксем пирки çыратпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ, юлашки юн тумламĕ çĕре ỹкиччен тăшмана хирĕç кĕрешнĕ вăхăтсем, тĕрмере шар курнă самантсем пирки тата ытти те.
Тăван çĕршывшăн 1418 куна тăсăлнă синкерлĕх нихăçан та асран тухмĕ. 1941-_1945 çулсенчи Аслă вăрçăра çар тумĕ тăхăнса арçынсемпе танах хăйсен тивĕçне пурнăçланисем хушшинче хĕрсем те пулнă. Хальхи вăхăтра республикăра "Çĕнтерĕвĕн "Хĕрарăм сăнĕ" ("Женское лицо Победы") акци пынă май (ăна республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕпе Чăваш Республикинчи Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви йĕркеленĕ, районти Хĕрарăмсен канашĕ те акцие явăçнă) вулаканăмăра хĕрарăм-ветеран пирки каласа парасшăн. Паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 17 вăрçă ветеранĕнчен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Вера Николаевна Тихонова çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă пĕртен-пĕр хĕрарăм.
Вăрçă пуçланнă çулхине Вера 18ти хĕр пулнă. Патăрьелĕнчи шкултан 10 класс вĕренсе тухнă чиперкке хулана кайман, ялтах аслисемпе юнашар ĕçлесе пурăннă. Çемьере асли пулнă май виçĕ шăллĕн шăпишĕн яваплăх пысăккине туйнă хĕрача. Мĕншĕн тесен ашшĕне вăрçă пуçлансанах повестка тыттарнă, амăшне пĕччен йышлă ачапа çăмăл пулман. Шел пулин те, Микуль тетене вăрçăра нумай çапăçма лекмен, аллине йывăр амантнă хыççăн ăна киле янă. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ вăрçă осколкине мĕн виличчен йăтса çỹренĕ. Каярахпа вара çав сурансем тарăна кайнипех çĕре кĕнĕ.
Ялтан аслăрах çулхисемпе пĕрлех çамрăк каччăсемпе хĕрсем те вăрçа кайма пикенсен 1942 çулхи çулла Верăна та çар комиссариатне чĕнтернĕ, калаçнă, ăнлантарнă... Ун хыççăн вара районта команда пуçтарăнсан пурне те пĕрле Канаша илсе кайнă.
- Эпир ушкăнта пилĕк хĕрччĕ. Тикешрен, Туçаран пулас хĕр-салтаксем пурччĕ. Пурте çап-çамрăк, хул-çурăм та тĕрекленсе çитмен. Ăçталла çул выртнине никам та пĕлмест. Пуйăса ларсан та каламарĕç. Чаçе çитсен çеç пирĕн вырăн çакăнта пулнине пĕлтерчĕç. Вара Мускав çывăхĕнчи "Ленинские горки" текен вырăнти пĕр яла вырнаçтарчĕç. Ял çыннисем пире валли çĕр пỹртсем чавса хунăччĕ. Эпир пилĕксĕмĕр те зенит артиллерине çаклантăмăр. Шартлама сивĕре, 1942 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче, присяга йышăнтăмăр. Çакăн хыççăн вара эпир çар пурнăçне хăнăхма, вăрçă хăрушлăхне туйма пикентĕмĕр,- ĕнер пулнă евĕр лайăх аса илет фронтри пурнăçа 97 çулхи вăрçă ветеранĕ.
Хĕрлĕармеец кĕнекинчен Вера Тихонова çартан 1945 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче демобилизациленни паллă. Нимĕç фашисчĕсен "хура çăханĕсем" çĕршывăн тĕп хулине килсе ан çулăхчăр тесе виçĕ çул ытла вĕсем пĕлĕте тăшмантан хỹтĕленĕ. Çак тапхăрта зенитчиксен пулăшуçи "ПУАЗО" текен хăватлă çар техникине пилĕк пỹрне пекех алла илнĕ. Прибортан кабельсем тăрăх мĕн пур информаци автоматла расчет техники патне çитнĕ. Тăшман самолечĕ хăш енчен, мĕнле хăвăртлăхпа, мĕн çỹллĕшĕнчен вĕçсе килнине вĕсем йăлтах пĕлсе, йĕрлесе тăнă. Сывлăшра илтĕнекен кашни сасшăн яваплă пулнă зенитчиксем. Ун пек чухне кашни минут, çеккунт шутра. Тăшман кирек хăш вăхăтра та сывлăш çулĕпе хулана тĕп тума пултарать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче никама та çăмăл пулман: фронтрисемшĕн те, тылрисемшĕн те. Вăйсене пĕрлештерсе тăшмана хăваласси, хуласене ирĕке кăларасси, халăха тыткăнран çăласси, ачасен пурнăçне сыхласа хăварасси пурин те тĕп тĕллев пулнă. Совет салтакĕсем çакна пурте пĕр çын пек пулса пурнăçланă. Вера Николаевна калашле, халĕ пурте чылай хыçа юлчĕ темелле. Унтанпа 75 çул та çитет. Анчах пур пĕр çĕршыва хăрушă хыпарпа ура çине тăратнă вăхăтсем манăçмаççĕ.Паян эпир пирĕнпе юнашар пурăнакан мĕн пур ветеран умĕнче пуç таятпăр. Сирĕн ятăр ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ хисеплĕ вăрçă участникĕсене, ветерансене асра тытса тата хисеплесе çĕршывра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунă куна халалласа çулсеренех "Вилĕмсĕр полк" акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Хальхи вăхăтра шăпах çак юхăм Интернет тетелĕнче сарăлса пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та коронавирус чирне пула "Вилĕмсĕр полк" акцие социаллă сетьсенче хастартарах ирттерме чĕнсе каларĕ.
Паян Вера Николаевна Тихонова кăкăрĕ çинче медаль сахал мар. Шел пулин те, вĕсем ытти хăш-пĕр ветерансенни пекех çухалнă та. Пиншакĕ çинче типтерлĕн упранакан наградисенчен чи хисепли тата сумли - "За доблесть и отвагу в Великой Отечественной войне" медаль. Ытти юбилейлă медальсем те чылай. Тăван çĕршыв Аслă Çĕнтерĕве 25 çул çитнине уявланă çулхине ветераншăн пысăк кĕтменлĕх пулнă. Çар комиссариачĕ юбилейлă медальпе пĕрлех ăна çарта аслă сержант пулнине ĕнентерекен удостоверенине те алăран тыттарнă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)