26 февраля 2020 г.
РАÇÇЕЙ тĕнче класлă спорт мастерĕ, хăвăрт утас енĕпе тĕрлĕрен дистанцире хăйĕн кăтартăвне çĕнетсе пыракан Треньелĕнче çуралса ỹснĕ Кирилл Фролов çак кунсенче Сочинче хăвăрт утакансем хушшинче (спортивная ходьба) иртнĕ Раççей чемпионатĕнче Мускав хулин чысне хỹтĕленĕ. Чăваш Енĕн, Юхмапа Пăла тăрăхĕн мăнаçлăхĕ шутланакан çăмăл атлет хальхинче вăрăм дистанцие - 35 çухрăма - утса тухма тĕнчери чи вăйлă спортсменсемпе юнашар тăнă. Çакă пĕрре те хăратман ăна. Кирилл ăна çăмăллăнах парăнтарнă, 2 сехет те 27 минут та 40 çеккунтра утса тухса финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Çак вăхăт паянхи куна тĕнче рейтингĕнче иккĕмĕш кăтарту шутланать-мĕн! Çĕнĕ çитĕнỹпе чун-чĕререн саламланă май, Кирилл Фролова малашне те пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)