08 октября 2019 г.
ТРЕНЬЕЛ ялĕ çумĕнче уçнă "Игорев паркĕ" ятлă патшалăх енчен уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕнче ваттисене хисеплесе "Ылтăн кĕркунне" уяв ирттернĕ. Ăна çак парк никĕслевçи, В. Игорев йĕркеленĕ. Пухăннă ял халăхĕпе хăнасем малтан çăка, хурăн, вĕрене тата пилеш хунавĕсем лартнă, унтан сайра тĕл пулакан йывăçсемпе тата ỹсен-тăранпа паллашнă. Çỹп-çаппа тĕрлĕ ăпăр-тапăр тăкмалли вырăна çаврăна пуçланă пушă лаптăк юлашки вун виçĕ çулта хитре вăрмана куçнă тесен те юрать. Кунта халь тĕрлĕ вĕçен кайăкпа чĕр чун та хỹтлĕх тупнă. Парка курма пыракансен йышĕ те ỹссех пырать.
Малалла ăшпиллĕ калаçу сĕтел хушшинче тăсăлнă. Игоревсен çемйи ветерансене уçă сывлăшра хуранпа пĕçернĕ техĕмлĕ пулă яшкипе, сăмаварпа вĕретнĕ сиплĕ чейпе сăйланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)