06 сентября 2019 г.
Кĕçĕн Патăрьел ял старостипе Владимир Петрович Марковпа çак кунхине тỹрех тĕл пулма май килмерĕ, ăна ял администрацийĕнче кĕтсе ларма та тиврĕ. Патăрьелĕнчи пасар кунĕсенче (ытларикунпа эрнекун) вăл кашнийĕнчех сăваплă ĕç пурнăçлать-мĕн. Хăйсен урамĕнче пурăнакан пĕччен ватăсене "шефа" илнĕскер, вĕсене апат-çимĕç, кил хуçалăхĕнче кирлĕ ытти япаласене илсе килсе парать. Ирпе-ирех велосипед çине утланать те староста çула тухать...
Çав вăхăтрах ял çыннисемпе курнăçса калаçать, вĕсен хуйхи-нушине, пăшăрхантаракан ыйтăвĕсене блокнот çине çырса пырать, кун вĕçĕнче "халăх тарçи" наказсене ял тăрăх администрацине çитерет. Эпĕ пынă кунхине те ял тăрăх пуçлăхне К. Михеева çийĕнчех отчет пачĕ: пĕр урамра каçсерен юпа çинчи çутăна сỹнтерсе хураççĕ-мĕн, теприсем çỹп-çап пуçтарăнакан вырăнти йĕркелĕх пирки пăшăрханаççĕ тата ытти те.
- Владимир Петрович пире питĕ пысăк пулăшу парать. Ялта ăçта мĕн пулса иртнине, камăн мĕнле проблема пулнине йăлтах çапла пĕлсе тăрать, халăхпа тачă çыхăну тытать. Çавăнпах эпир ăна граждансен пухăвĕнче çак обществăлла тивĕçе пурнăçласа пыма шантăмăр та,- терĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Федорович старостăн ĕçне хак парса.
Ял старостин статусне чăнласах та тỹрĕ чунпа пурнăçласа пырас тесен пысăк хастар, общественник пулмалла, вăхăта та шеллемелле мар, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартмалла. В. Марков ял-йыш шаннă ĕçе кăмăлтан туса пыма тăрăшать. Акă, çак кунсенче çеç хисеплĕ тухтăра юлашки çула ăсатнă. Владимир Петрович чăн малтан унăн тăванĕсемпе ял масарĕнчи вырăна кайса пăхнă, юлашки çула ăсатма та хутшăннă. Сăмах май каласан, староста ялти кашни вилене пытарнă çĕрте пулать, вĕсем пирки ырă сăмах калать.
Тăрăн ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Патăрьел ялĕ район центрĕпе юнашарах вырнаçнă темелле, Пăла юхан шывĕн çыранĕсем çеç уйăрса тăраççĕ. Юлашки çулсенче ял çĕнелсе, хитреленсе пырать, çĕнĕ çуртсем те хута каяççĕ, çулĕсем те майĕпен тирпейленеççĕ. Кунта пурăнакансемшĕн паян "Исток" çĕр ĕç фирми ăнăçлă аталанса пыни те пысăк телей темелле. Çĕр ĕç фирми (ертỹçи А. Илюткин) ялта иртекен чылай мероприяти спонсорĕ, ытти тĕрлĕ уяв ирттерме те пулăшать. Нумай пулмасть Крепков палăкĕ çывăхĕнче часовньăна та вăл пулăшнипех хута ячĕç. Сăмах май каласан, кунта малтан ял халăхĕн вăйĕпе чылай тирпейлеме, субботниксем ирттерме тивнĕ.
- Ял тăрăхĕнче ĕçлеме пуçлани вăтăр çул çитет. Çак вăхăтра ялти ватти-вĕттине йăлтах пĕлсе, хăнăхса çитрĕм. Ял-йышпа, халăхпа ĕçлеме нихăçан та ансат пулман. Çапах та ялта уйрăм хастарсем, депутатсемпе старостăсем, обществăлла канаш членĕсем пулни пирĕн ĕçре пысăк пулăшу парать. В. Цветков, И. Рубцов тата ытти хăш-пĕр пуçаруçăсем ял илемĕшĕн, тирпейĕшĕн тăрăшни савăнтарать. Ял малашлăхĕшĕн хыпăнса çунакансем ытларах пулсан Кĕçĕн Патăрьел ялĕ тата ытларах аталанĕ,- калаçăва хутшăнчĕ ял тăрăх специалисчĕ Н. Тихонова.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)