30 августа 2019 г.
Выльăх сасси, ай, лайăх! Хаçатра ял хуçалăх пайĕнче ĕçленĕрен районти пур ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕн фермине çитсе курнă тесен те йăнăш мар пуль тетĕп, çавна май танлаштармалăх пур. Унччен мана Турханти сысна фермин территорийĕ питĕ килĕшетчĕ. Г. Осипов ферма заведующийĕ витесенчи тирпейлĕхшĕн кăна мар, таврари хитрелĕхшĕн те тăрăшатчĕ. Вăй хуракансен тумĕсене улăштармалли, ывăннă хыççăн кĕрсе канмалли çуртра тем тĕрлĕ чечек ỹсетчĕ! Пỹрт умĕнчи пахчара хăйсене валли купăста, хăяр çитĕнтеретчĕç. Пан улми йывăççисем кĕркунне çимĕçĕсене йăтайми ларатчĕç...
Халь çакăн евĕр ỹкерчĕк Кĕçĕн Патăрьелĕнчи А. Лялькин фермерăн ферма территорийĕнче куртăм. Пырса кĕнĕ çĕрте чечексем ешереççĕ, пан улми, груша, хĕрлĕ пилеш тата ытти йывăçсем çитĕнеççĕ. Çимĕçĕсене параймаççĕ-ха, тепĕр 4-5 çултан кунта чăн-чăн сад пуласси куç умĕнче. Çавăн пекех фермăра ĕçлекенсен канмалли çурчĕ умĕнчи пахчара çĕр улми, хăяр, кабачки ỹсет. Кунта выльăх усранине ĕненесех те килмест. Юрать-ха, вăкăрсем хăйсем пуррине систерсе сас параççĕ.
- Чечексене эпĕ хам питĕ юрататăп. Витере тăрăшакансемпе пĕрле çуркунне акатпăр, шăваратпăр, - терĕ А. Лялькин чечексене сăнаса пăхнине туйса.
- Ялта пĕрисен умĕнче питĕ илемлĕ çеçкесем куртăм, кил хуçи мăшăрне вăррисене пуçтарса пама ыйтрăм. Çитес çул тата хитререххисем савăнтарĕç.
Территоринче таса та тирпейлĕ. Витесем çумĕнчи курăксене çулнă, кирлĕ мар ăпăр-тапăр йăваланса выртмасть. Сысна витинчен пăрусене валли реконструкциленĕ хуралтăна хĕле хатĕрлесе шуратса дезинфекциленĕ, алăкран кĕнĕ тĕлех дезбарьер вырнаçтарнă. Санитари кунĕсене туса тăни те сисĕнет: эрешмен картисем çук.
2017 çулта хута янă вите вара чылай хуçалăхшăн тĕслĕх вырăнĕнче пулмаллискер. Кунта ĕçе йăлтах механизациленĕ, кнопка çеç пусмалла. Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет: вăкăрсене кăкарчăкра тытмаççĕ. Вĕсем хăйсене уйăрнă лаптăкра лăпкăн çеç утса çỹреççĕ. Кашнинче 34 пуçран кая мар. Алăксем яриех уçă тăнăран хăйсен кăмăлĕпе уçăлма картана тухаççĕ, кĕреççĕ. Хăвалакан та, чăрмантаракан та çук.
Апата тракторпа валеçеççĕ. Çавăн пекех выльăхсен ăш-чиккине лайăх ĕçлеттерме картана улăм та хурса панă. Шывран та пĕрре те татăк тăмаççĕ. Выльăхсем ĕçнĕ май савăт тулсах тăрать. Тислĕке те скотниксем алăпа тасатмаççĕ. Икĕ енĕпе те навус хыракан агрегат вырнаçтарнă, вăл майĕпен çеç шуса пынă май каяша транспортер патне илсе пырать. Пухăннă тислĕк нумай пулмасть çеç туяннă ятарлă прицепа тăкăнать. Унтан нимĕн те юхманран йĕри-тавра та таса. Вăл тулмассерен навус пухма чавнă шăтăка кайса тăкаççĕ. Çуркунне çĕр пулăхлăне лайăхлатма хире илсе тухаççĕ.
Витере йывăр шăрш та çук. Эпир пурте хăнăхнă кĕленчерен е поликарбонатран тунă чỹречесене те кураймастăн. Вĕсем вырăнне - механизациленĕ карăсем. Çанталăк ăшă тăнă вăхăтра уçаççĕ, сивĕрех, çумăрлăрах е çил-тăманлăрах чухне хупаççĕ. Районти хăш-пĕр фермăсемпе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт пекех ăрасна. Çакăнта тахçан сыснасем усранине ĕнентерекенни халь нимĕн те çук.
А. Лялькин 2013 çулта фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ. Патшалăх укçипе сыснасене пĕтернĕ хыççăн пушанса юлнă витене реконструкциленĕ. Юлнă нухратпа 32 пуç пăру туяннă. Çĕнетнĕ хуралтă часах вăкăрсемпе тулнă.
- Паян унта мăйракаллă выльăх 60 пуçа яхăн тăрать. Вите кивĕрех пулсан та вăй хума пур услови те пур. Май пур таран çынсен ĕçне çăмăллатма тăрăшнă. Малалла аталанас тĕллевпе 2017 çулта çемье фермине йĕркелесе яма паракан 10 млн тенке илтĕмĕр. Юнашар тăракан тепĕр кивĕ витене пăсса çĕннине турăмăр. Ăна çак çулах, ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ тĕлне, хута ятăмăр, - тесе пĕлтерчĕ Анатолий Лялькин фермер. Грантпа усă курса МТЗ-82 маркăллă трактор, утă пуçтаракан пресс, СЗ-2,5 маркăллă сеялка туяннă. Вĕсемпе пуринпе те хуçалăхра ĕçлеççĕ.
Çĕнĕ витере 100 пуçа яхăн самăртма хупнă ĕне-выльăх тăрать. Çамрăк выльăхсене килĕшỹпе "Исток" агрофирмăран туянаççĕ. Вĕсем 400 килограма çитсен е унтан кăшт ытларах пулсан кỹршĕри Комсомольски районĕнчи "Айсен" предприятине ăсатаççĕ, çавăнпа та продукцие ăçта вырнаçтарасси пирки пăшăрханмалли çук.
Выльăхсем çителĕклĕ ỹт хушчĕр тесе апат рационне те пуян тума тăрăшаççĕ. Сенаж, утă, жом, улăм, тăвар, шăмăсене çирĕплетме кăштах пурă пăтратса çитереççĕ. Ай сарăмĕ валли акшар чулĕпе хутăштарнă улăм сараççĕ. Çапла тусан ăна сапаласа пĕтермеççĕ тата хăйне майлă дезинфекци те-мĕн. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тесе ахальтен каламан иккен ваттисем.
Фермер хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра ертỹçĕсĕр пуçне тата виçĕ скотник пур. Ĕç вырăнне улăштарса тăракансем çукпа пĕрех. Пурте тенĕ пекех хуçалăх йĕркеленнĕренпех тăрăшаççĕ.
- Сергей Ильбеков, Валерий Михайлов, Наталия Гордеева скотниксем фермер хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ĕçлекенсенчен пĕрне мухтас, теприне хурлас килмест. Пурте тăрăшуллă, хăйсен тивĕçĕсене кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Фермăна ăнсăртран лекнĕ çын çук. Икĕ кун ĕçлесе пĕр кун канаççĕ. Ирхи 5 сехет валли килеççĕ те каçхи апат çитернĕ хыççăн килĕсене каяççĕ. Уйăхне шалу вăтамран 20-23 пин тенкĕ илеççĕ. Унсăр пуçне йỹнĕрех хакпа тырă, утă-улăм, сахăр песукĕ паратпăр, - тесе каласа пачĕ Анатолий Петрович.
Фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем ĕçлесе ывăннă хыççăн канма тăпăл-тăпăл çеç пỹрт туса панă. Унта килти пекех хăтлă. Чей вĕретсе ĕçме, апат пĕçерсе çиме те пултараççĕ. Çавăн пекех шыв кĕрет, тухать. Çăвăнса тасалма душ ĕçлет.
Районти çĕнĕ витесенчен пĕри шутланаканскерĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма килекенсем те пур. Нумаях пулмасть çеç Вăрнар районĕнчи пĕр фермер кунта пулнă. Вăл та малашне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлеме тĕллев лартнă май фермăри условисемпе интересленнĕ. Анатолий Петрович хăй те çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăрать, вĕсене вырăнта пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать.
О. Павлова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)