Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юр ирĕлет, çĕр пăсланать, хресчен час тухĕ акана

05 апреля 2019 г.

Çур аки куллен çывхарса та çывхарса пырать. Ăна кĕске вăхăтра тата агротехнологие пăхăнса ирттерсе яма хатĕр-и? Патăрьелĕнчи акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешỹре, агропромышленность техникумĕнче тата улма-çырла питомникĕнче паян тесен паян хире тухма техникăна юсаса çитернĕ. Çакна республикăра, çавăн пекех районта та çуллен иртекен техника патшалăх тĕрĕслевĕ çирĕплетсе пачĕ.

"Хурçă утсемпе" прицепсене ятарлă комисси - Чăваш Республикинчи патшалăх тĕп инспекторĕ-инженерĕ - инспекци начальникĕ С. Вязовский, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, патшалăх техника надзорĕн районти тата Шăмăршăри инспекторĕсем - И. Васильевпа В. Матвеев, республикăри "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи начальникĕ О. Глухов - "ала" витĕр кăларчĕ.

Ĕçе юсавлă техникăпа тухни шанчăклă иккенне пурте пĕлетпĕр, анчах пурнăçра тĕрлĕ пăтăрмах та сиксе тухать. Инкек-синкекĕ айккинче çỹретĕр-ха, апла пулин те сыхăлăх кирлех. Çавна май трактор çинче пушара сỹнтермелли хатĕр, медицина аптечки юнашарах тăмалла. Вĕсемсĕр пуçне тракторист çумĕнче транспортпа çỹ-реме ирĕк паракан удостоверени, трактора страхланине тата шута тăратнине çирĕплетекен документсем пулмалла. Руль умне ỹсĕр, мухмăрлă ларма юраманнине шута илсе ирлĕ-каçлă механизаторсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Техника хăрушсăрлăхне пăхăнассипе ятарлă инструктаж ирттермелле. Сыхланакана Турă та сыхлать тенине тата республикăра пĕлтĕр йĕркене пăснипе 6 çын вилнине шута илсе ыттисем тунă йăнăшсенчен пăрăнса иртме тăрăшмалла.

"Батыревский" пĕрлешỹре техника тĕрĕслевне яланах тĕп-лĕн хатĕрленеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. 16 трактор заводран тин тухнă тейĕн. Хуçалăхра техникăна çĕнетессипе лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Пĕрлешỹ директорĕ П. Ялуков çывăх вăхăтра "К-700" маркăллă хăватлă "хурçă ут" килмеллине пĕлтерчĕ. Механизаторсем хушшинче аслисемпе пĕрлех çамрăксем те пур, апла пулсан нумай вăй хуракансен хăйсен опычĕсене кама вĕрентмелли пирки шухăшламалла мар. Çакă вара савăнтарать. Кунта кадрсемпе ĕçлеме, хавхалантарма пĕлеççĕ.

Комисси членĕсем ятарлă приборсемпе - люфтомерпа тата дымомерпа - тракторăн руль управленине, тĕтĕм кăларнă чухне çут çанталăка вараламаннине, çунтармалли-сĕрмелли материал çунса пĕтнипе пĕтменнине, çавăн пекех фарăсем çутнине, тормоз тытнине, сигнал кăшкăртнине тата ыттине те тĕрĕслерĕç. Пĕтĕмĕшле илсен техникăна ĕçе тухма лайăх хатĕрленине палăртрĕç. Паллах, хăш-пĕр пĕчĕк кăлтăксем пулчĕç, вĕсене механизаторсем çийĕнчех тỹрлетрĕç.

Республикăри "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи начальникĕ О. Глухов "Батыревский" пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕпе Е. Сейфуллинпа  пĕрле вăрлăхсене те пăхрĕç. Кăçал çĕр улми 260 гектар лартма планланă. Ăна валли 650 тонна вăрлăх кирлĕ, 390 тонна яровизацине кăларнă.

Тырă вăрлăхĕ те хуçалăхра çителĕклех. Урпа - 180 тонна, тулă 60 тонна янтăланă. Кĕрхисене, мĕнле хĕл каçнине шута илсе, çĕнĕрен пăсса акма тивсен страхлакан фонд та пур.

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн 47 гектар çĕр. Унта механизатора вĕренекен ачасене технологие пăхăнса сухалама, сỹрелеме, культиваци тума, акма хăнăхтараççĕ. Тĕрĕслеве кăларнă 8 трактора, кивĕрех пулсан та, пурне те сăрланă, юсанă. Вĕсемпе студентсем çỹренине пĕлтерекен паллă - "У" - çыпăçтарнă.

- Эсир ачасене професси илме пулăшатăр, çавна май сирĕн техника патне тимлĕх тата та ытларах уйăрма тивет. Студентсене хăвăр тĕслĕхĕрпе тракторсене тирпейлĕ тытма, перекетлĕ пулма хăнăхтарни аван, - терĕ Чăваш Республикин патшалăх тĕп инспекторĕ инженерĕ - инспекци начальникĕ С. Вязовский тĕрĕслев вĕçленнĕ хыççăн.

Улма-çырла питомникĕнче 5 тракторпа икĕ прицепа хатĕррисен ретне лартнă. А. Васильев тĕп инженер çулĕпе çамрăк пулсан та техникăна яваплă тапхăра валли саккунпа килĕшỹллĕн юсаса çĕнетнĕ. Кăкарса çỹремелли агрегатсем те акана тухма юрăхлă.

Çак кунах Патăрьел ял тăрăхĕнчи уйрăм çынсем те хăйсен тракторĕсене тĕрĕслев витĕр кăларма илсе тухнă. Шел пулин те, пурте тивĕçлĕ хатĕрленмен, çавна май çитменлĕхсене пĕтернĕ хыççăн вĕсен тата тепĕр хут комисси умне тăма тивет.

Районта техника патшалăх тĕрĕслевĕ малалла пырать, комисси членĕсем пур ял тăрăхне те графикпа килĕшỹллĕн ("Авангард" хаçатăн мартăн 5-мĕшĕнчи 16-мĕш номерĕнче пичетленнĕччĕ) çитеççĕ. Апрелĕн 3-мĕшĕнче вĕсем Тăрăн ял тăрăхĕнче тата "Исток" агрофирмăра пулчĕç. Хуçалăхра тракторсемпе прицепсене акана валли юсаса çитернине палăртрĕç.

О. ПАВЛОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика