29 марта 2019 г.
Район администрацийĕн оперативлă ушкăнĕ 26-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Тăрăнпа Патăрьел ялĕсем çывăхĕнче Пăла шывĕ сарăлса çыранран тухас хăрушлăха тĕпчесе хак панă.
Пăлара пăр хускалман-ха, анчах ун çийĕн вырăн-вырăнпа шыв тухнă. Нумай çулхи сăнавсем ейỹ вăйлă сарăлнă вăхăтра районти 9 ялти - Патăрьелĕнчи, Тăрăнти, Анат Туçари, Первомайскинчи, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Тутар Тимешĕнчи, Вăтаелĕнчи, Кивĕ Ахпỹртпе Тикешри - хăш-пĕр урама шыв çитме пултарнине кăтартать. Çурхи инкек-синкекрен сыхланса яваплă организацисем çулсем çинчи шыв пăрăхĕсене тасатма пуçланă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)