07 марта 2019 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулта тăххăр- мĕш класра вĕренекен М. Галкин амăшĕн варĕнченех юрласа тухнă тейĕн... Янăравлă та уçă сассипе малтан ача садĕнче, каярахпа шкул, район, республика сцени çинчен куракансене тыткăнланă. Çак кунсенче вăл Мускаври Романс çуртĕнче вырăс вокал кĕввисене юрлассипе ирттернĕ "Надежда Романсиады" конкурсра та хисеплĕ жюри членĕсене тĕлĕнтернĕ, тĕрлĕ жанрлă юрăсене чăн-чăн ăста пекех шăрантарнă. Лауреатсем хушшинче Мефодий Галкинăн ячĕ те пур. Конкурс условийĕпе килĕшỹллĕн çĕнтерỹçĕсем ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Кремльти керменте иртекен гала-концерта хутшăнĕç.
Треньелĕнче çуралса ỹснĕ чăваш ачи Мускаври сценăна парăнтарни - унăн малашнехи пурнăç çулĕн "маякĕ". Мефодий пысăк ĕмĕтпе пурăнать, хăйĕн шăпине юрă-кĕвĕ тĕнчипех çыхăнтарасшăн. Музыка шкулĕн хастарĕ ăсталăхне туптас тĕллевпе районти культурăпа кану центрĕнчи хушма кружоксене те, юрăпа ташă ансамбльне те çỹрет, театр сцени çинчен те хăйĕн пултарулăхне кăтартать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)