23 января 2019 г.
Сĕт хакĕ пĕлтĕр аванах калаçтарчĕ. Иртнĕ çул çак вăхăтра паха та шурă шĕвеке 15 тенкĕпе çеç туяннă. Кăçал лару-тăру аванрах: январĕн 18-мĕшĕ тĕлне районти хушма хуçалăхпа пурăнакансем пĕр литр сĕте 19 тенкĕ те 50 пуспа сутнă. Пур ял тăрăхĕнче те пĕр пекрех.
"Исток", "Батыревский", "Красное Знамя" хуçалăхсенчен сĕт йышăнакан пунктсем халăхăннинчен пысăкрах хакпа туянаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвăнакан сĕт тỹрех ятарлă холодильнике каять тата вĕсен пахалăхĕ те пысăк.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)