02 октября 2018 г.
ТĂРĂНПА Ыхра Çырми хушшинчи "Игорев паркĕ" çут çанталăкăн сыхлакан территорийĕ шутланать. Ăна В. Игорев 2006 çулта юлташĕсем пулăшнипе йĕркелесе янă, пĕрремĕш йывăçсене лартнă. Унччен маларах кунта çỹп-çап пăрахмалли вырăн пулнине паян ĕненес те килмест. Хальхи вăхăтра 6 гектар ытла йышăнакан паркра 5 пин ытла йывăç ỹсет: хĕрлĕ юман, чăрăш, кăвак чăрăш, каштан, кедр... Кăшт аяларах ансан çăл пур.
Валерий Петрович кăçал парка тата çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Канма, уçă сывлăшпа киленме килнĕ çынсем валли пĕренене çурмалла çуртарнăран аваллăха аса илтерекен тăватă сак лартнă. Çавăн пекех беседка та пур. Пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан йывăçсем çумне вĕсен ячĕсене кăтартнă биркăсем вырнаçтарнă. В. Игорев çывăх çулсенче территорие тата ытларах хăтлăлатма палăртать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)