10 июля 2018 г.
Раççей çамрăкĕсен кунне халалласа Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта районти яш-кĕрĕмĕн "Çу хĕрỹлĕхĕ" фестивалĕ иртрĕ. Çав ятпа унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев саламларĕç.
"Çамрăклăх - кашни çыннăн пурнăçĕнче илемлĕ тапхăр. Шăпах сирĕн яваплăхăртан пирĕн пĕчĕк çĕршывăн пуласлăхĕ, унăн аталану малашлăхĕ палăрать, аслă ăрурисен шăпи шанчăклă пулать,- терĕ Рудольф Васильевич хăйĕн саламĕнче.
Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти Ч. Ишмуратова вĕрентекен Пĕтĕм Раççейри ял çамрăкĕсем хушшинчи обществăлла лидера палăртакан конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Ăна федераци ресурс центрĕн дипломĕ тивĕçнĕччĕ. Çав ятпа чысланă май пĕрлех Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин тав çырăвне те пачĕç.
Тĕслĕх илмелли çамрăксем татах та пур. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем (наставникĕ Ю. Васюткин) республикăри "Орленок" вăййа хутшăнса çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕччĕ. Вĕсемех 2017 çулта "Зарница" ушкăнра Атăлçи çарпа спорт вăййинче пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Вĕсем те чыса тивĕçрĕç.
Çамрăк специалистсен професси ăсталăхне ỹстерес, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе районта апрелĕн 16 - майăн 30-мĕшĕсенче "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" конкурс ирттернĕччĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе те паллашрĕç фестивале хутшăннисем.
Çемье йăли-йĕркине çирĕп тытса пыма май паракан "Пĕрлешỹ" фестивалĕ те асрах-ха. Унти финалистсем те паллă. Тутар Сăкăт ялĕнчи Гайнулловсем пĕрремĕш, Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи Тазетдиновсем иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Вĕсене те чыс çитрĕ.
Ытти хастар çамрăксем те тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçрĕç.
Фестиваль интереслĕ иртрĕ. Кашнийĕ тĕрлĕ конкурсра тупăшма пултарчĕ. Юлашкинчен уяв салючĕ çуталчĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)