Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи вăй çĕршыва ура çине тăма пулăшнă

15 июня 2018 г.

Килĕшỹпе пĕрлĕхре яланах вăй, тĕрек, çитĕнỹ. Çак шухăшсене Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, салтак арăмĕ Феона Ефимовна Ситова сывлăхпа утса-чупса çỹренĕ чухне пĕрре мар каланă. Шел, çак кунсенче 95 çул тултарнă кинемей паянхи кун ытларах выртса тăрать. Ватă çыннăн алли-ури те итлесшĕн мар, шăм-шакĕ те сурать, куç çивĕчлĕхĕ те урăхланнă... Тĕрĕссипе каласан, Линкка аппа (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) районта та хисеплĕ ватлăх çулне çитнĕ кинемейсенчен пĕри.

Вуннăмĕш теçеткене ваклакан хĕрарăмăн кун-çул шăпи ансат пулманни каламасăрах паллă. Пĕр ĕмĕре çывхаракан çыннăн пурнăçра хурапа шуррине сахал мар черетлеме тивнĕ. Выçлăхпа çуклăха çеç мар, вăрçă нуши-тертне те ытти çĕршер ентеш пекех чĕре витĕр кăларнă. 1941 çулта нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ хыççăнах Кивĕ Катекри çамрăк хĕрсене те тỹрех Улатăра окоп чавма илсе кайнă. Çак ушкăна Линкка аппа та çакланнă.

- Чăваш, вырăс, тутар, мăкшă çыннисем пурте пĕр баракра пурăнаттăмăр. Шартлама сивĕ хĕл кунне пăхмасăрах мĕн каçченех, куç курми пуличченех хулăм шăннă çĕре лумсемпе таккаттăмăр. Çамрăк-çамрăках çав ĕнтĕ. Кăшт пушаннă хыççăнах пурте пĕлекен юрăсене ĕнĕрлеттĕмĕр. Пур - пĕрле, çук - çурмаллаччĕ хĕрсемпе. Мĕнле наци çыннине те пăхман. Пурте пĕлнĕ-пĕлмен тенĕ пек вырăсла хутшăнаттăмăр. Каярахпа Мускав облаçне торф кăларма кайсан та çавăн пек тăванлашса, туслашса кайнăччĕ. Ун чухне те пурте пĕр çын пек ĕçлесе, пĕрлехи вăйпа пысăк ĕç тăваттăмăр...- çакнашкал аса илĕве пĕрре мар каласа панă вăл ачисемпе мăнукĕсене. Сăмах май каласан, мăшăрĕпе - Александр Александрович вăрçă ветеранĕпе - пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Шел пулин те мăшăрĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Унсăр пуçне Линкка аппан виçĕ ачин вилтăприне те таптама тивнĕ. Паян вара Николай ывăлĕпе тата Луиза кинĕпе пурăнать. Кил-тĕрешри, çемьери сас-хурана урама кăларма юратмаççĕ Ситовсем. Ахальтен мар пĕр килте 40 çула яхăн пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ те.

Пысăк чăтăмлăхпа паттăрлăх, мал ĕмĕтлĕх ĕмĕр тăршшĕпе вăй-хăват парса пурăннă Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Феона Ефимовна Ситована. Паян вара вăл вăрăм ĕмĕршĕн Турра тав тăвать, ачисене пехил парать.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика