Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх вăй-хăват парать

04 мая 2018 г.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пĕрремĕш кварталти кăтартусене пĕтĕмлетекен канашлу "Исток" агрофирмăн ферминче пуçланчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисен, зоотехниксемпе ветеринари специалисчĕсен кунта вĕренмелли те, курмалли те çителĕклех. Агрофирмăра 765 пуç ĕне-вылăх. 2015 тата 2017 çулсенче хута янă 400 ĕне вырнаçмалăх витере таса та çутă. Чỹречесене уçса уçăлтарнăран шăрш та пит кĕмест. Выльăхсен ай сарăмне улăма акшар чулĕн çăнăхĕпе пăтратса хураççĕ. Сĕте ятарлă залра сăваççĕ. Дояркăсем кашни выльăхăн çиллине çуса типĕтме уйрăм салфеткăпа усă кураççĕ. Вараланнăскере дезинфекцилекен шĕвекре тытаççĕ, унтан çуса хураççĕ.

Рацион пуян: утă, патока, сенаж, тырă пусыпки, минераллă витаминсем, апат соди... Тăвар, шыв выльăхсен умĕсенчен татăлмаççĕ. Çапла çитернин усси те куç умĕнчех. Агрофирмăра пĕлтĕр пĕр ĕне вăтамран 6000 килограма яхăн сĕт антарнă. Пĕрремĕш кварталта çак кăтарту 1536 килогрампа танлашнă.

Фермăра ĕçлекенсене вăй хума та тивĕçлĕ услови туса панă. Çăвăнса тасалма душ, канма ятарлă пỹлĕм пур. Шалăва сăвăма, выльăхсем мĕн чухлĕ ỹт хушнине, пăру илнине пăхса тỹлеççĕ, вăл вăтамран 24-25 пин тенкĕ тухать.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ Тăрăнти культура çуртĕнче иртрĕ. "Исток" агрофирма директорĕ А. Илюткин хуçалăх ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов сăмах илчĕ. Леонид Валерьевич выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пĕрремĕш квартала пĕтĕмлетнĕ май лайăх çитĕнỹсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те асăнса хăварчĕ. Районĕпе аш-какай 2086 тонна туса илнĕ, пĕлтĕрхи пекех. Ял хуçалăх предприятийĕсем кăтартăва 6 процент ỹстернĕ пулсан фермер хуçалăхĕсен 63 процентпа çеç танлашнă.

Виçĕ уйăхра районĕпе 11 пин тонна ытла сĕт сунă е иртнĕ çулхинчен 4 процент нумайрах. Ял хуçалăх организацийĕсенчен "Исток", "Красное знамя", "Труд", "Батыревский", "Корма" хуçалăхсенчи ĕнесем 2017 çултинчен сĕт ытларах панă. Фермер хуçалăхĕсенчен Р. Бикчуринăн, С. Чадановăн, Ю. Прохоровăн, И. Шарафутдиновăн сăвăм ỹснĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр ĕнерен вăтамран 950 килограмм (20 процент нумайрах) сĕт сунă.

 Витесем пушансан выльăхран продукци илесси пирки ĕмĕтленмелли çук, çавна май ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем йыша ỹстерессипе те тимлеççĕ. Хальхи вăхăта районĕпе 19598 пуç ĕне-выльăх шута илнĕ, вăл шутран 8302 ĕне. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Труд", "Батыревский", "Красное знамя", "Исток", фермерсенчен Р. Санзяпов, А. Лялькин, Э. Зейнетдинов, И. Шарафутдинов, С. Чаданов тата ыттисем те кĕтĕве çĕнетнĕ.

- Выльăх шутне ỹстерессипе вырăнта ытларах ĕçлемелле. Хуçалăхсенче ĕнесенчен пăру илессине, пушмак пăрусене йăхтарассине лайăхлатмалла, - терĕ пусарсах Л. Кузнецов.

Çанталăк ăшăтнă май выльăхсене çуллахи лагере, кĕтĕве кăларма пуçлаççĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов уçă сывлăшра çỹрекен ĕнесем ытларах сĕт антарнине, пăрусем те сывлăхлăрах пулнине пĕлтерчĕ. Анчах маларах ветспециалистсен, агрономсен, инженерсен выльăха кăларакан хирсене пăхса çаврăнмалла, инкек кăтартма пултаракан япаласене пуçтармалла. Çавăн пекех кĕтỹçсене пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентмелле, ăна валли кирлĕ япаласемпе тивĕçтермелле. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станци начальникĕ П. Ефимов хĕвел хĕртсе пăхнă чухне витесене шуратса дезинфекцилемелли, санитари кунĕсене ирттермелли, чир-чĕ- ре хирĕç кĕрешмелли пирки те сăмах пуçарчĕ. Пушаннă витесенче хуçасăр йытăсемпе тилĕсем кĕтес тупаççĕ, вĕсем вара уртаракан чире сарма пулăшаканнисем. Кунпа хирĕç вирлĕн кĕрешмеллех.

Районти "Чистое село" предприяти шăпах килсĕр анчăксене пĕтерессипе те тăрăшать.

Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ветеринари надзор пайĕн аслă инспекторĕ С. Савельева канашлăва хутшăннă май лейкозлă ĕнесемпе асăрхануллăрах пулмаллине, вĕсене кĕтĕве кăларсан штраф парассине пĕлтерчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика