10 апреля 2018 г.
Ача чухне пурин те ĕмĕтсем "çунатлă": тĕнче уçлăхне те вĕçес, тухтăр та, инженер та пулас килет... Сĕт шăлĕсем тăкăнса пĕтичченех ашшĕсĕр тăрса юлнă Николай Иванов йышлă çемьере çитĕнсен те мĕн ачаранпах хăйне çĕршывшăн юрăхлă та тивĕçлĕ çын пулма пиçĕхтернĕ. Арçын ача вĕренỹре те, спортра та чи кăтартуллисен ушкăнĕнче пулнă. Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ пулин те тăван Треньел ялĕнче пурăнакансем, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта пĕрле вĕреннисем те Николай Николаевичăн тăрăшулăхĕпе çирĕп кăмăлне лайăх ас тăваççĕ, техника наукисен кандидачĕ утса тухнă пархатарлă кун-çулне пысăк хак параççĕ.
Çемьере тĕрĕс воспитани илнĕ каччă вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусан университечĕн механикăпа математика факультетне те çăмăллăнах парăнтарнă. Хастарлăхпа палăрнă каччăна 1976 çулта Омск хулинче çĕшывĕпе паллă констукторсен бюровĕн "Полет" производство пĕрлешĕвне ĕçлеме янă. Çамрăк специалист ĕçĕ-хĕлне управлени системин секторĕнчен пикеннĕ. Ун хыççăн вара хăйĕн ĕçне ăста пĕлекен ентешĕмĕр 42 çул хушшинче карьера картлашкипе çỹлтен-çỹле хăпарса сахал мар ырă ят, хисеп çĕнсе илнĕ. 2013 - 2015 çулсенче вăл Омскри "М. В. Хруничев ячĕллĕ ГКНПЦ" ФГУПăн генеральнăй директор çумĕ - "ПО "Полет" генеральнăй директорĕ те пулса ĕçленĕ. Сăпайлă чăваш - пысăк организатор, талантлă конструктор... Универсаллă ракета модулĕсем ăсталас, ăна производствăна кĕртес тĕлĕшпе пысăк та пархатарлă ĕç тăвать Николай Николаевич. Вуншар наука ĕçĕ, тĕрлĕрен свидетельствăсем те çакнах çирĕплетсе параççĕ. Ракетăпа космонавтика техникине аталантарас ĕçри пысăк ỹсĕмсемшĕн Николай Иванов СССР Космонавтика Федерацийĕн М. Келдыш ячĕпе хисепленекен медале илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Треньел чăвашĕ - "Раççей Космонавтикин хисеплĕ ветеранĕ", Омск хулин хисеплĕ гражданинĕ.
Конструктор паянхи кун та çĕршывшăн пысăк наукăпа техника потенциалĕ шутланакан хăватлă заводри ăстасем хушшинче тăрăшать. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех наукăна парăннă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)