Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăхра тупнă савăнăç

30 марта 2018 г.

Шăнкăртамра пурăнакан М. Ибрагимовăпа Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Е. Рубцова хăйсен хушшинче туслăх çапла амаланса каясса шутлама та пултарайман. Вĕсене ватлăхра пĕрлештерекенĕ - Патăрьелĕнчи тĕп больница. Сакăр çул каялла çакскерсем чирленине пула сиплев учрежденине лекнĕ. Пĕр палатăна çакланнă хĕрарăмсен сăмах çумне сăмах хушăннă хыççăн хутшăну ăшă калаçăва куçнă. Вунă кун хушшинче вĕсем пĕр-пĕрин пирки алăри пилĕк пỹрне пекех пĕлме пикеннĕ. Çапла çывăхланнă та чăвашпа тутар хĕрарăмĕсем. Паян вара вĕсем сивĕ шывпа та сапса сивĕтейми тантăшсем, çемье тусĕсем. Ỹркенмеççĕ кинемейсем, час-часах пĕр-пĕрин патне хăнана çỹреççĕ, калаçса чунне пусараççĕ, телефонпа та сывлăхне пĕлсех тăраççĕ. Нумай пулмасть, акă, Минигель Нургалиевна 70 çулхи юбилейне паллă тунă. Ытти юлташ-пĕлĕшпе юнашарах кĕрекере Елена Николаевна та пулнишĕн çав тери хĕпĕртенĕ юбилейçĕ. Сăмах май каласан, Минигель аппа çамрăк чухнех чăвашсемпе çыхăну тытнă. Хăй калашле, вĕсемпе пĕрле улах та ларнă, вăййа та тухнă...

Ултă ача амăшĕ паян Ракип мăнукĕпе тата Айгель кинĕпе тата вĕсен икĕ чиперккипе савăнса пурăнать. Килен-каяна, тăвансене вĕсем те хавас, яланах хапăл тăваççĕ, ватă çынна сума сăваççĕ. М. Ибрагимова умĕнче вара ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем (вĕсем 31ĕн) пуç таймалăх пур. Ĕмĕрне ятпа, сумпа ирттернĕ вăл. 31 çул сысна ферминче ĕçлесе палăрнă. Ăмăртура малта пыракан ĕçченĕн сăнĕ пĕрре мар район Хисеп хăми çинче пулма та тивĕçнĕ. Ахальтен мар ăна "Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Нумай ача амăшĕ ял, район Совет депутачĕ те пулнă. Урăхла каласан, пурнăçра аса илмелли, каласа памалли Минигель Нургалиевнăн пайтах. Никампа та ютшăнса тăманранах унăн паян тус-юлташĕ те йышлă. Вĕсенчен пĕри шăпах Е. Рубцова ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика