Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе çирĕп салтак

22 февраля 2018 г.

Тăрăнта çуралса ỹснĕ тыл ветеранĕ Е. Паймуков - ялти чи сумлă ватăсенчен пĕри. Çак кунсенче 90 çул тултаракан Евдоким Александрович хăйĕн тертлĕ те нушаллă ачалăхне час-часах аса илет, хаяр та киревсĕр вăрçа паянхи кун та ылханать. Унăн икĕ пиччĕшĕ тăшмана хирĕç çапăçса вăрçă хирĕнче пуçне хунă.

"Тетесем чикĕ юпине ыталаса, чуп туса инçе çула тухса кайни халĕ те куç умĕнче",_ аса илет Е. Паймуков.

Пурнăçра терт-нушана нумай чăтнă, саманан тĕрлĕ улшăнăвне тỹссе ирттернĕ. Аслисенчен йывăр ĕçе хăнăхса пынă вăл. Выçă хырăма улталас тесе сахал мар çĕрнĕ çĕр улми çиме тивнĕ. Пурпĕрех малалла талпăннă. Тăрăнти шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Вĕренỹ отличникĕ пушă вăхăтра кĕнеке вулама юратнă. Уйрăмах С. Есенин, Л. Толстой çырнисене кăмăлланă. Пĕр класри Энвер Феизовпа, Павел Богдановпа (вĕсем иккĕшĕ те каярах паллă çынсем пулнă) тупăшма тăрăшнă.

Шăпа пурин те тикĕс килмест çав. Шкул хыççăн çамрăк каччă Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕренет. Кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентекен пулать. Анчах çар ретне тăма ят тухать. Каярахпа Хусанти юридика институтне вĕренме кĕрет. Диплом алла илме шăпа пỹрмен курăнать.

Пурнăç урапи Евдоким Александровича çемье çулĕ çине илсе тухать. Юратнă мăшăрĕпе, Нина Петровнăпа, иккĕшĕ 6 ывăл, тăван çĕршывăн 6 хỹтĕлевçи çитĕнтернĕ. Пурне те аслă пĕлỹ панă. Ывăлĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех ырă, хастар та пултаруллă.

Евдоким Александрович чылай çул районти тĕп больницăра водительте тăрăшса ĕçленĕ. Çав вăхăтра Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем темиçе те илнĕ. Кайран хăйĕн профессийĕпе кăнтăр электросетĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Кунта та ĕçе тирпейлĕ, тĕплĕ пурнăçланипе палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ, йывăрлăхсенчен хăраманскере, паянхи кун та юратнă ывăлĕсем, тараватлă кинĕсем, илĕртỹллĕ мăнукĕсем, ял-йыш хисеплет. Тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, тус-юлташĕ ырлăх-сывлăх, телей сунаççĕ.

Халĕ Евдоким Александрович кĕçĕн ывăлĕн - Игорь - çемйипе пурăнать. Мăнукĕсемпе чунтан савăнать вăл. Таня - тухтăр, Даниил - хальлĕхе шкул ачи. Вĕсем аслашшĕ каласа панисене итлеме кăмăллаççĕ.

"Даниил мăнукăм çар тумне чылайлăха тăхăнасса, манăн пурнăçланайман ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртессе шанас килет",_-тет ватă.

Е. Паймуков чунĕпе яланах çирĕп салтак. Шỹтлеме те ăста. Уçă сассипе чăвашла юрласа ярсан чун çĕкленет, юнашар ларса кăмăл туличчен калаçас килет. Çакăн пек ватă аслашшĕ, ашшĕ юнашар пулнишĕн савăнаççĕ мăнукĕсемпе ачисем.

О. ЯГУДИНА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика