22 февраля 2018 г.
ЮЛАШКИ çулсенче Треньелĕнчи Кооперативная урам вĕçĕнче ăсталанă чăнкă сăрт айкки чăн-чăнах шăпăрлансемпе ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Паян ял активĕпе пĕрле тăрăшса ăсталанă çак вырăна çунашкапа, пỹремеч-ватрушкăпа ярăнса киленме районти ытти ялсенчен, шкулсенчен те йышлăн, ушкăнăн-ушкăнăн килеççĕ. Ыхра Çырмисемпе Шăнкăртамсем, Патăрьелсемпе Кĕçĕн Патăрьелсем тата ыттисем те Шупашкар лапамĕнчен пĕрре те кая мар вырăнти сăртран ярăннисĕр пуçне футболла, хоккейла выляççĕ. Кăнтăрла çеç мар, каçхи шăплăха çурса янăракан сас кунта нумайччен лăпланмасть. Кану вырăнĕнчех çак ялсем культура мероприятийĕсене, ытти спорт ăмăртăвĕсене те йĕркелеççĕ. "Малашне чăнкă сăрт айккипе хамăр ăсталанă трамплин хĕллехи вăхăтра туристсемшĕн те кану вырăнĕ пулĕ",- пĕлтерчĕ хăйсен ĕмĕтне ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ П. Логунова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)