12 января 2018 г.
Автан çулталăкĕ ăннă Районта иртнĕ çулхи демографи лару-тăрăвне хак паракан цифрăсене танлаштарсан савăнмалли те пур, пăшăрханмалли те çук мар. Сăмахран, виçĕмçул пин ытла çын пурăнакан Первомайски ялĕнче пĕр ача та çуралманни чылай çынна тĕлĕнтернĕччĕ. Иртнĕ çул вара çак ялсем чăнах та "йăнăша" тỹрлетрĕç темелле, 2017 çулта тăхăр çемьене йыш хушăннă.
Ку тĕлĕшпе 19 ял тăрăхĕнчен Тăрăнсемшĕн Автан çулталăкĕ пуринчен те ытларах ăннă тесе хакласан та йăнăш пулмĕ. Поселенине кĕрекен кашни ялтах маларахри çулхинчен ытларах пепке çуралнă: Кĕçĕн Патăрьелĕнче - 8 (1), Тăрăнта- 8 (4), Треньелĕнче - 9 (5). Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялтан 15-шĕнче ача çураласси ỹснĕ. Шел пулин те, ку тĕлĕшпе Шăнкăртамра пĕлтĕр 74 çемьере çеç (82 пулнă) "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Ун вырăнне çак пысăк ялта 39 çын (маларахри çул 58 пулнă) вилнĕ. Танлаштаруллă цифрăсене илес пулсан, çут тĕнчерен уйрăлнисем уйрăмах Шăхачра, Ишлĕре, Патăрьелĕнче йышлă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)