26 декабря 2017 г.
Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Федор Çитта, Крепков ячĕллĕ, Придорожный урамсенче темиçе кун каялла çеç çынсем юпасенче çутă çутманран каç пулсан урама та тухма хăранă. Тĕрĕссипе, хăйсен пăшăрханăвне пирĕн редакцие те шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Халĕ вара çак çынсемех "çутта" тухнăшăн савăнса пĕтереймеççĕ, ял тăрăхне пысăк ĕçшĕн ватти-вĕтти тав тăваççĕ. Ара, умра Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем-çке! Праçниксенче камăн каçхине хунарпа çỹрес килет? Тинех Хĕл Мучипе Юрпике те кучченеç валеçнĕ чухне хапхасене арпаштармĕç...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)