24 ноября 2017 г.
Анне кунне тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕ вăхăтра паллă тăваççĕ. Ăна Раççейре 1998 çултан чỹк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче уявлама йышăннă.
Кирек камшăн та аннерен хакли никам та çук. Чăвашсен йышĕнче хĕрарăм яланах пысăк вырăнта пулнă. Нумай юмах "Пурăннă тет карчăкпа старик..." тесе пуçланать. Хĕрарăм сăнарĕ куç умне тухать. Тăрăн ялĕнчи хăш-пĕр кăтартуллă аннесене илер-ха. Вĕсенчен пĕри - çичĕ ача амăшĕ Н. Лялькина. Нина Андреевна ашшĕ хаяр вăрçăра пуçĕсене хунă ялти 110 арçынтан чи асли.
Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсем çинчен хумханса каласа парать Нина аппа. Владимир облаçне çуллахи вăхăтра торф кăларма, хĕлле вăрман касма çỹренĕ. Вăрманта урисенчи тăла чăлхапа çăпати кун каçиччен лачкам йĕпеннĕ. Каçпа хваттерте урайне улăм сарса çывăрнă.
"1953 çулта ял каччипе Петяпа çемье çавăртăмăр, ача-пăчаллă пултăмăр. Хĕрсем ялах качча тухрĕç, çемьеллĕ. Зина кỹршĕ-рех пурăнать. Толя хресчен фермер хуçалăх пуçлăхĕ, кăçал çемье ферми уçма паракан гранта çĕнсе илчĕ. Ваня ялти ĕне ферминче трактористра вăй хурать. Килте кĕçĕн ывăлпа, кинпе пурăнатăп. Колхозра ĕçлесе пенсие тухрăм",- тет хисеплĕ ватă.
М. Илехметова та ялти сумлă аннесенчен пĕри. 1949 çултан пуçласа ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ĕçре çĕнĕ меслетсемпе усă курнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Мария Павловнăна шкулта çитĕнекен ăрăва воспитани парас енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 1976 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята та тивĕçнĕ 35 çул шкул сукмакне такăрлатнă М. Илехметова.
В. ПЕТРОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)