17 ноября 2017 г.
Чỹк уйăхĕн15-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕл пулусенче Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă "Çĕршывăн демографи политикине аталантарассипе йышăннă мерăсем çинчен" калакан указа улшăнусем кĕртес, наркомание хирĕç кĕрешес тата ку енĕпе профилактика ирттерес, граждансене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерес, кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан С. Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфраструктура аталану пай пуçлăхĕ Р. Ямалетдинов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова Ыхра Çырминчи вăтам шкула тĕпрен юсас тата культура çуртне тăвас, Треньелĕнчи А. Краснов ячĕпе хисепленекен пуçламăш шкул-ача садĕнче спорт залне юсас ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Шкул çуртне юсассине те, клуба тăвассине те "Стройкомсервис" общество подрядчик пулса пурнăçлать. Сăмах май каласан, кăçал шкулсене тата садиксене юсас, клубсене çĕнетес тĕлĕшпе районта пысăк ĕç тăваççĕ.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулта Информаци кунне ирттернĕ май вĕрентỹ управленийĕн диагностика тата консультировани центрĕн директорĕ Н. Ани- симов аслă классемпе наркомание хирĕç профилактика тумалли мерăсем пирки калаçу ирттерчĕ. Ку тĕлĕшпе савăнăçа пайламалли сăлтав та пур. Пирĕн районти наркомание хирĕç кĕрешекен комисси республикăри муниципаллă районсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра иккĕмĕш степеньлĕ диплом илме тивĕçнĕ. Çак тĕл пулурах районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков оперативлă кăтартусемпе паллаштарчĕ, педагогика коллективĕ умĕнче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пирки ыйтăва çивĕчлетрĕ.
Кун йĕркипе килĕшỹллĕн Информаци кунне хутшăннисем ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн виççĕмĕш тата ун хыççăн çуратнă ачасемшĕн паракан тỹлев пирки те калаçу пуçарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Çак çăмăллăхпа районта 237 çемье усă курать.
- Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу панăранах вĕсен шучĕ ỹсет, демографи лару-тăрăвĕ лайăхлать, -палăртрĕ хăйĕн калаçăвĕнче Светлана Чернова.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)