Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Игорев лартнă йывăçсем илем кỹреç таврана

03 ноября 2017 г.

Йĕри-тавра йывăçсем ỹсеççĕ, вĕсен варринче çурт ларать. Инçех те мар çăл куç шăнкăртатса юхать. Çуркунне вара кайăксем ăмăртмалла юрă шăрантараççĕ... Пĕчĕк чухне шăпах çакăн пек вырăнта пурăнма ĕмĕтленнĕ Треньелĕнче çуралса ỹснĕ В. Игорев. Ачалăхри шухăшне вăл пурнăçланă темех пулать, пỹртне çеç туман.

Треньелпе Ыхра Çырми хушшинчи (Ыхра Çырми енче) çырма-çатраллăрах вырăна та 1990 çулччен сухаланă, акнă, анчах самана пăтрашăнма пуçласан вăл никама та кирлĕ мар пулса юлнă. Пушă лаптăкра çум курăк ашкăрма тытăннă, икĕ ялта пурăнакансем килти çỹп-çапа, выльăх юлашкийĕсене пăрахма çỹ- ренĕ. Пĕчĕкле юлташĕсемпе ĕне çитерме çỹренĕ лаптăк тасамарланса пынине курмассерен Валерий Петровичăн чунĕ ыратнă. Тăван тавралăх илемне сыхласа хăварас тĕллевпе йывăç лартма шут тытнă. Çĕрĕ Ыхра Çырми ял территорине кĕнĕрен унти аслă çултисемпе канашланă. Ырă пуçарăва хирĕçлекен пулман. 2006 çулта Валерий Петрович юлташĕсем пулăшнипе пĕрремĕш йывăçсене лартнă. Хальхи вăхăтра парк 6,6 гектар йышăнать, унта 5 пин ытла йывăç ỹсет: хĕрлĕ юман, чăрăш, кăвак чăрăш, каштан, кедр, хурăн... Малтанхисем хĕвел патнелле чылай кармашнă, икĕ метртан иртнисем те пур. Инçех мар пĕчĕккисем те çỹлелле туртăнаççĕ. Кăшт аяларах ансан çăл пур, çуллахи ăшă кунсенче унта ăша сивĕ шыв ĕçсе кантарма пулать.

_ Парка тума тăвансем, юлташсем, ял çыннисем ĕçпе те, канашпа та нумай пулăшрĕç. Тайма пуç пурне те! Эпир вăй хуни сая кайманни, йывăçсем чĕрĕлни савăнтарать. Çак парк çитĕнекен ăрушăн пиртен парне пултăр. Кунта халь ватти-вĕтти килсе канма, вăрман сывлăшĕпе киленме пултарать, _ терĕ Валерий Петрович хăйĕн сăмахĕнче.

Тăрăн ял тăрăхĕнче Валерий Петровича сумласа çак вырăна халь Игорев паркĕ теççĕ. Нумаях пулмасть ăна Экологи çулталăкне халалласа сумлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев тата ытти хăнасемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Равиль Фарахутдинович В. Игорева паркшăн тав турĕ, Тăрăн ял тăрăх администрацийĕ кăларнă хушупа йывăçсене вырăнти сыхлакан территори шутне кĕртнĕ май Валерий Петровича çакна ĕнентерекен свидетельствăна пачĕ.

Мероприятие килнисем парк тата та ытларах йывăçсенчен пуянлантăр тесе асăнмалăх чăрăшсем лартса хăварчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика