03 октября 2017 г.
Чунĕпе пуян, пысăк ĕмĕтлĕ хĕрарăм
Пысăках мар Треньел ялĕнче ĕçпе ят-сум, чыс-хисеп çĕнсе илнĕ хастарсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ Валентина Даниловна Алексеева. Чунĕпе пуян, пысăк ĕмĕтлĕ, ял халăхĕшĕн ывăнма пĕлми тăрăшакан хĕрарăмпа эпĕ пĕрре мар тĕл пулса калаçнă. Кашнийĕнчех унăн пултарулăхĕнчен, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен, общество пурнăçĕнчи хастарлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Хальхи кĕске курнăçура та çаплах пулчĕ.
Манăн шалти туйăмсене Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев та çирĕплетрĕ. "Валентина Даниловна евĕр пурнăç çине сỹрĕккĕн пăхман çынсем ытларах пулсан, ял тата ытларах капăрланĕ те, пуянланĕ те. Çулĕсем шултăраланса пыраççĕ пулин те, вăл унчченхиллех ял пурнăçĕнчен айккинче тăмасть...",_ хак пачĕ Константин Федорович Треньел кинне.
Ĕмĕр тăршшĕпе ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тимленĕ вĕрентекенĕн ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса тăрăшма вăхăчĕ те, мехелĕ те сахал пек. В. Алексеева вĕсен йышĕнчен мар. Çиччĕмĕш теçеткене ваклакан педагог хыçа юлнă çулсене ырăпа çеç аса илнине итлеме те кăмăллă.
_ Ĕçленĕ ĕнтĕ: ачасемшĕн те, ял халăхĕшĕн те вăй пур таран тăрăшнă. Ялта икĕ-виçĕ созыв депутат та пултăм, хĕрарăмсен канашне те ертсе пытăм. Куç умĕнчех-ха ялта хĕрарăмсен ансамбльне йĕркелесе халăха савăнтарни, район, республика шайĕнчи фестивальсене хутшăнни. Каçал тăрăхĕнчи Аслă Çĕрпỹел лапамĕнче Шупашкартан килнĕ тележурналистсем пирĕн пултарулăх пирки киносюжет та ỹкерчĕç. Сăмах май каласан, тепĕр чухне унăн сыпăкне Чăваш Ен кăларăмĕнчи рекламăсенче те кăтартаççĕ,_ яланхиллех лăпкăн çеç калаçрĕ Валентина Даниловна хăйĕн пурнăçĕнче çырăнса юлнă самантсене куçĕ умне кăларса. Унăн "страницисем" чăнах та нумай. Хальхи вăхăтра Треньелне пырса кĕнĕ вырăнти йывăçсене лартнă чухне те вăл пысăк хастарлăх кăтартнă: вĕсене кỹрсе килнĕ, шăтăкне чавнă çĕре ачасене çеç мар, ял-йыша, юлташ-пĕлĕшсене те явăçтарнă. Эрозипе кĕрешес, ял çумĕнчи хитре вырăнта "Çамрăксен утравне" (халăхра "Юрату утравĕ" те теççĕ) уçас ĕçре те Треньелĕн хисеплĕ гражданинне _ А. Краснов шкул директорне (йывăр тăпри çăмăл пултăр) _ нумай пулăшнă. Ахальтен мар педагога Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствинчен çеç мар, Экологи министерствинчен те Хисеп грамоти парса чыс тунă. Ал туни хулăнăш портфолиора ун пек тав хучĕсем пайтах. Ял пурнăçне, культура мероприятийĕсене хастар хутшăннăшăн, ачасемпе чăваш чĕлхипе тата литературипе йĕркелекен тĕрлĕ олимпиадăра, конкурссенче çĕнтернĕшĕн тата ытти сăлтавпа тивĕçнĕ наградăсем чăнласах та педагогика ĕçĕн ветеранĕ ялта чи хисеплисен шутĕнче пулнине çирĕплетет.
_ Хамăр чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕрки, культури ламран-лама, ăруран-ăрăва куçтăр тесе сахал мар мероприяти йĕркелетпĕр. Çамрăксене ĕлĕкхи улаха, вăййа тухнине, туй йăли-мешехине те ял халăхĕпе сцена çинчен пĕрре мар кăтартнă. Ку вăл пирĕн чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Ăна пирĕн упрамаллах.
Треньелсен тепĕр ырă йăлине те аса илсе хăварас килет. Çамрăксемпе çулсеренех хамăрăн хисеплĕ çыннăмăр, нумай çул шкул директорĕнче тăрăшнă А. Краснов тата С. Эль- муков воин-интернационаст ячĕсемпе турнирсем йĕркелетпĕр. Ял халăхĕн йăлана кĕнĕ спорт уявĕ çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пархатарлă ĕçе малашне те тăсасчĕ,_ терĕ Валентина Даниловна хăйĕн шухăшне малалла тăсса.
Пурнăç никамшăн та пылпа çу мар. Ăна та мăшăрĕпе, Николай Афанасьевичпа, виçĕ ача çуратса ỹстерсе аслă çул çине кăларма, çурт-йĕрне çавăрма та çăмăлах пулман-тăр. Çапах та вĕсем нихăçан та нăйкăшман, йывăрлăха та, çăмăллăха та пĕрле пайланă. Çемьери ăнланулăх вара хĕрарăмшăн ял-йышра хисеп çĕнсе илмелли пĕрремĕш сăлтав пулнă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)