08 августа 2017 г.
Начар хыпар çеç мар, ырă хыпар та утпах çỹрет. Чăваш Республикин паллă спортсменки, пирĕн ентеш, Треньел хĕрĕ, Ирина Юманова çак кунсенче Çĕпĕр марафонĕнче чупса мала тухнă, 42 çухрăм та 195 метра чи лайăх кăтартупа вĕçленĕ. Пилĕк пин ытла спортсмен хушшинче Ирина чи лайăх кăтартупа палăрнă, вăтăр градус шăрăха пăхмасăр дистанцие 2 сехет те 39 минутра çăмăллăнах парăнтарнă. Чи кăмăлли çакă: Омск хулинче иртнĕ пысăк ăмăртура вăл пĕлтĕр кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, кăçал _ ылтăн! Ентешĕмĕре пысăк çитĕнỹпе саламлатпăр, малашне те спорт аренинче сулмаклă çитĕнỹ тума ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)