03 мая 2017 г.
Çут çанталăк ỹпки _ вăрман, теççĕ. Апла пулсан эпир пурăнакан вырăнта мĕн чухлĕ йывăç нумайрах _ çавăн чухлĕ сывлăхшăн лайăхрах. Çакна эпир пурте пĕлетпĕр.
Патăрьел ял тăрăх администрацийĕн коллективĕ "Йывăç ларт тата ăна упра" акцие хутшăнса Патăрьелĕнчи халăх массăллă канакан вырăнта (паркра)(пĕрремĕш сăн ỹкерчĕкре) тата Мичурин урамĕнче хыр, хурăн, шĕшкĕ, çăка, ăвăс хунавĕсене лартрĕ. Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков тата депутатсем, ял тăрăх старости Г. Ялуков, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
_ Лартнă йывăçсене вăй илсе кайма, ярăнса ỹсме май памаççĕ: хуçаççĕ, качакасене кĕртсе ярса кăшлаттараççĕ. Тăван тăрăх хитререх пулсан пуриншĕн те лайăх-çке, _ терĕç ĕçлекенсем вăй хунă май.
Треньелĕнчи В. Игорев пуçарнипе йĕркеленнĕ Тăрăн ял тăрăхĕнчи федераци автоçулĕнчен инçех мар вырнаçнă тăватă гектар ытла йышăнакан парк 11-мĕш çул ĕнтĕ тĕрлĕ йывăçпа пуянланать. Кăçал кунта 400 ытла тĕм _ чăрăш, юман, каштан, çăка, пилеш _ хутшăнчĕ. Хунавсене Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ панă.
Тăрăн тата Пикшик ял тăрăхĕсен территорине çыхăнтаракан çул айккипе те (ку çула шăпах пĕлтĕр хута янăччĕ) хыр тĕмĕсене виçĕ çухрăм ытла (иккĕмĕш сăн ỹкерчĕк) лартнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)