03 мая 2017 г.
Аслă Чементи вăтам шкулта юлашки çул вĕреннĕ май, хамăр класс ачисенчен манăн пĕрре те уйрăлас килмест. Вун пĕр хĕр ача тата пĕр арçын ача пирĕн. Вĕсем шкула Аслă тата Кĕçĕн Чемен, Тури Чакă, Шăхач ялĕсенчен çỹреççĕ. Класс ертỹçи - вырăс чĕлхипе литература учителĕ Л. Яганова. Людмила Валериановна пирĕншĕн чунне парса тăрăшать. Пĕрремĕш утăмсене тума Л. Тимошкина, Е. Атитанова тата З. Васильева вĕрентекенсем хăнăхтарнă.
Пирĕн класра "3" паллăсемпе вĕренекен ача çук. М. Матюшкина, Д. Моисеева вара "5" паллăсемпе çеç пĕлỹ пухаççĕ. Вĕсем тата К. Вахмистрова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕç пулчĕç. Пĕр класран çакăн чухлĕ стипендиат пулни, паллах, пурне те савăнтарать.
Манăн туссем тирпейлĕ, сăпайлă, ăслă тата тĕрлĕ енлĕ талантлă. Д. Моисеева истори тата обществознани предмечĕ- семпе районти олимпиадăсене хастар хутшăнать. Диана малти вырăнсене йышăнса республика шайĕнчен лайăх кăтартусемпе таврăнать. М. Матюшкинăна йĕлтĕр спортне юратакансем пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. 7-мĕш класранпах вăл районта чи вăйлă йĕлтĕрçĕсен шутĕнче. Тĕрлĕ ăмăртуран яланах çĕнтерỹпе таврăнать. Темиçе çул каялла Марина районта иртнĕ "Девичья краса - длинная коса" конкурсра "Мисс фантазия" номинацинче палăрчĕ. Чунĕ медицина енне туртăннă май, Ю. Тимошкина биологи, экологи тата хими предмечĕсемпе интересленет. Вăл çак предметсемпе олимпиадăсене тата конкурссене хастар хутшăнать. Экологипе Юльăн районта призлă вырăнсем те пур. М. Иванова сăн ỹкерчĕксем тума кăмăллать. Маша пире хăй ĕçĕсемпе чĕререн савăнтарать. Час-часах шкулта иртекен тĕрлĕ каçа, конкурса В. Дунаева ертсе пырать. Вероника çавăн пекех йĕлтĕрпе ярăнассипе, перессипе тата çуран чупассипе шкулта çеç мар, районта та лайăххисен шутĕнче. Класра пирĕн чăн-чăн сăвăç пур. Вăл _ К. Никифорова. Çак кунсенче Ксюшăн вырăсла çырнă сăввисен кĕнеки "Перфектум" издательствăра пичетленсе тухрĕ. Сценарисем çырасси тата тĕрлĕ мероприятие ертсе пырасси О. Разинăн питĕ лайăх пулать. Оля çавăн пекех спортпа питĕ туслă, унăн кăтартăвĕсем лайăх. Л. Иванова вара питĕ хаваслă, уçă кăмăллă тата ĕçчен хĕр. Люба ташлама ăста, хаваспах "Ассорти" ташă ушкăнне çỹрет. К. Вахмистрова çĕнĕ ташăсем шутласа кăларма кăмăллăть. Кристина сăвăсене те илемлĕ вулать, лайăх юрлать, темиçе çул каялла вăл "Мисс Батырево" конкурсра "Мисс Грация" ята тивĕçрĕ. 2016 çулта пирĕн класра çĕнĕ вĕренекен хутшăнчĕ - Н. Вахмистрова. Ульяновск хулинче вĕреннĕ чухнех Наташа Раççей шайĕнче çеç мар, Чехинче, Германинче, Австринче иртнĕ ташă конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Халĕ те вăл Аслă Чемен шкулĕн ташă ушкăнне юратса çỹрет. Пирĕн пĕртен-пĕр арçын ача _ С. Сулагаев _ класс старости. Вĕренỹре çеç мар, спортра та маттур вăл. Стас футболла, волейболла, баскетболла вылять, çуран тата йĕлтĕрпе чупать. Вăл питĕ ырă кăмăллă тата ĕçчен каччă. Ытти хĕр-туссемпе эпĕ те "Ассорти" ташă ушкăнне çỹретĕп, районта тата республикăра иртекен фестивальсенче тата конкурссенче малти вырăнсене йышăнатпăр. Ялта пĕр уяв та пирĕн ташăсемсĕр иртмест. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче аслă классенче вĕренекенсен хушшинче районта иртнĕ "Эпĕ - Раççей гражданинĕ" конкурсра чи лайăх 5 ача шутне кĕме пултартăм. Пирĕн район пĕрлештернĕ команди район чысне республикăра хỹ- тĕлесе 2-мĕш вырăнта пулчĕ. Эпир класпа волонтер пулса нумай ĕç туса ирттеретпĕр: шкулта юсав тунă çĕре хутшăнатпăр, палăксене пăхса тăратпăр, ватă енне сулăннă çынсене пулăшатпăр. Турханти пĕтĕмĕшле практика врачĕ А. Кольцов йĕркелекен акцисене хастар хутшăнатпăр. Районта волонтерсем хушшинче иртнĕ конкурсра "Чи лайăх презентаци" номинацинче 2-мĕш вырăна тухрăмăр. Республика шайĕнчи "Ялти профессисен парачĕ" фестивальте çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕмĕр. Çавăн пекех пĕлтĕр районти ĕç бригадисен хушшинче иртнĕ конкурсра эпир 1-мĕш тухма пултартăмăр. Класри ачасем спортра командăпа та маттур. Сăмахран, баскетболла выляса шкулăн пĕрлештернĕ командипе хĕрсем кăçал районта 1- мĕш тухма пултартăмăр. Ытти çулсенче те малтисен ретĕнче пулнă эпир. Кунта, паллах П. Макаров вĕрентекенĕн тỹпи пысăк.
Тĕрлĕрен калаçу, мероприяти ирттерсех тăратпăр. Пĕр-пĕрне пулăшасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Эпир пĕр-пĕрин кăтартăвĕсемшĕн чунтан савăнатпăр. Часах экзаменсем парса пурнăçăн аслă çулĕ çине тăрăпăр. Малалла мĕнле шăпа кĕтесси йăлт хамăртан килĕ.
М. ЯПАРОВА, вĕренекен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)