28 апреля 2017 г.
ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Уяв Чăваш патшалăх филармонинче пулнă. Мероприятие Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри мĕн пур хуласемпе районсенчен ятарлă представительсем килнĕ.
ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев чи малтанах пухăннисене саламланă май, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ỹстерсе пырассишĕн çине тăрса ĕçлекенсене пурне те тав сăмахĕсем каланă, професси уявĕ ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме май панине асăннă. Пуласлăх валли те тĕллевсене палăртса хума питĕ меллĕ тесе каланă. Пĕр-пĕрин- пе тухăçлă ĕçлесе пынине кура çитĕнỹсем те сахал мар тенĕ. Калăпăр, РФ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртỹлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республики 85 субъект хушшинче хисеплĕ 6-мĕш вырăнта тăнине каланă.
Яланхиллех ĕçре çитĕнỹсемпе палăрнисене уявра патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Пирĕн районти Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина тата Тăрăн ял тăрăхĕнче вăй хуракан Н. Тихонова специалист "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕнче лайăх ĕçленĕшĕн" Мухтав паллине тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)